Ман юратнӑ Елчӗк Ен: 95 ҫул
Эпир пурӑнакан кӗтес вӑл – Чӑваш ҫӗр-шывӗ, туслӑ та аслӑ Чӑваш ен, савӑк та илемлӗ Елчӗк ен. Юлашки ҫулсенче Елчӗк ен ӳссе, тӗрекленсе, хитреленсе те капӑрланса пырать.
Елчӗк енӗм 95 ҫул тултарнă май районти тӗп вулавӑшра «Ман юратнӑ Елчӗк Ен: 95 ҫул» ятпа курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Куравра тӑван кӗтес — Елчӗк тӑрӑхӗ, унӑн паллӑ та мухтавлӑ, пултаруллӑ ентешӗсем ҫинчен; ҫавӑн пекех Елчӗк енӗн паллӑ ҫыравҫисемпе тата вӗсен хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Курав авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, уяв кунӗнче, тӗп вулавӑш ҫумӗнчи «Урамри библиотека» патӗнче кӑнтӑрла 15 сехетрен пуҫласа каҫхине 18 сехетчен ӗҫлет. Куравпа кӑсӑкланакансене ырӑ сунса кӗтетпӗр!