Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!

Йăлана кĕнĕ тăрăх Çĕнĕ çулта мĕн пурнӑҫланине пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ.

2018 çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ырă улшăнусем пĕтĕмпех тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, район халăхĕ тăрăшнипе пулса иртрĕç.  

Ырӑ ӗҫ тӑвакансен çулталӑкĕ хыҫа юлчĕ. Çавна май районта сахал мар ырӑ ӗҫ тума май килчӗ, вӗсем пурте ял халӑхӗн ырлӑхӗшӗн, канлӗ пурнӑҫӗшӗн. Уйрӑмах ҫамрӑксем ыттисене пулӑшас, ырӑлӑх парнелес тесе тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Вӗсен ӗҫӗ малалла тӑсӑлса пытӑрччӗ.

2019 çул Театр ҫулталӑкӗ пулӗ. Çавӑнпа та ял халӑхӗн канӑвне тӗрӗс йӗркелес, культурӑллӑ канма условисем туса парассипе тӑрӑшса ӗҫлеме тивӗ.

Çĕнĕ çул мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿ валли кашнийĕ хăй пултарулăхне, тăрăшулăхне шеллемесĕр ĕçлесен ырă улшăнусем татах та пулĕç.  Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, ял халăхĕн пурнăçĕ лайăхланса пынипе палăртăр.

Раштав уявĕ кашни киле ăшăлăх, лăпкăлăх, килĕшÿ парнелетĕр.

Уявсем ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.

                                                                                                 

Елчĕк район пуçлăхĕ          И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.