Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

2019.06.12 Поздравление с Днем России

Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире чĕререн Раççей кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак уяв çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннине, çĕршыв пуласлăхĕшĕн  эпир пурте пĕр пек яваплă пулнине палăртса тăрать.

Елчĕк ен çыннисен иксĕлми юратăвĕ, ĕçченлĕхĕпе патриотлăхĕ Тăван çĕршывăмăра, республикăна тата илемлĕрех, вăйлăрах та пуянрах тăвасса шанса тăратпăр. Пирĕн тĕп пуянлăхӑмăр вăл - пулăхлă çĕрсем тата ытарайми ĕçчен çынсем.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей тата ăнăçу, Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн тăвакан ĕçсене пурнăçлама çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчӗк район пуҫлӑхӗ         И.И.Васильева.

Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ         Н.П.Миллин.