Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с 8 марта

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!


Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламалатпăр.

Çуркуннехи чи илемлĕ уявсенчен пĕри – мартăн 8-мĕшĕ. Хĕрарăмсем хăйсем те çурхи илемлĕ чечексене аса илтереççĕ, вĕсенче илемлĕхпе пĕрле çепĕçлĕх, ачашлăх, ыркăмăллăх, ăшпиллĕх упранать. Кил вучахĕн управçи, ăрăва малалла тăсакан та вăлах. Ача амăшĕсене патшалăх паян пур енлĕн пулăшать, çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, социаллă хỹтлĕхĕн ытти енĕпе тивĕçтерет.

Юратнă асанне-кукамая, хаклă аннесене, мăшăрсене, ытарайми аппа-йăмăка, хаклă ĕçтешсене çак ытарайми çурхи кун ырлăх- сывлăх, юрату, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Сăн-питĕр çинчен хĕвел шевли ан çухалтăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр.


Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.