Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Днем Победы

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем,тыл ĕçченĕсем! Хаклă ентешсем!

    Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 79 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ чăннипех те чи савăнăçлă та чи çутă уяв, вăл кашни Раççей çыннишĕн хаклă.

   Çулсем иртнине пăхмасăр унăн хисепĕ, чапĕ чакмĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă кĕрешӳре тăшмана парăнтарнă харсăр çынсен çапăçури тата ĕçри паттăрлăхĕ умĕнче эпир пуçа таятпăр.

   Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи те пысăк. Районтан 8 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă.

   Эпир, паян пурăнакансем, хамăр аттесемпе асаттесен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма, чăн историе ăруран ăрăва куçарса пыма, çамрăксене патриотла воспитани пама тивĕçлĕ.

   Паянхи кун пирĕн салтаксемпе офицерсем хăйсен паттăр мăн аслашшĕсен тĕслĕхĕпе патшалăх умне тăрăтнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ, Раççейĕн никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеççĕ. Эпир вĕсене ăнланни, май пур таран пулăшса пыни çар çыннисемшĕн питех те хаклă.

   Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, тăнăç пурнăç сунатăп ! Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ                                  Л.В. Левый

Видео