Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă Таяпа ялĕнче Крещенине анлăн уявланă.

Аслă Таяпа ялĕнче Крещенине анлăн  уявланă.

    Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн  чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл. Çак вăхăталла пирĕн тăрăха кăшарни сиввисем килеççĕ. Кăшарнинче юр çусассăн тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен. Усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма çирĕп яш-кĕрĕм вак касса шыва пуçĕпех кĕрсе тухнă. Хĕрсем мунча кĕрсе тасалнă, ирĕке тухса юрпа сапăннă. Çакă çынна илем, сывлăх кÿрессе шаннă. «Кăшарни кунĕнчи шыв чир-чĕре сиплет, вăй-хăват хушать», – теççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче кăçал та вакка чӑмас текенсем нумай  пулчӗҫ. Малтанах уяв çитиччен Аслă Таяпа территори  отделӗн начальникĕ Анатолий Скворцов тăрăшнипе шыва кĕрсе тасалмалли сăваплă вырăнсене тасатса хатĕрлерĕç.
Ҫавăн пекех йăлана кĕнĕ тăрăх, культура ĕçченĕсем чей ĕçсе ăшăнмалли вырăн йĕркелерĕç. Вакка чăмса тухнă хыççăн тухтăрсем те вĕри чейпе сăйланма сĕнеççĕ.



19 января 2023
20:25
Поделиться