Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шанчăклăх — юсавлă техникăра

Шанчăклăх — юсавлă техникăра

Кашни техника хатĕрне тĕрĕслев витĕр кăларас умĕн регистраци докуменчĕсене йĕркене кĕртмелле. Машинăсем çинче авари палли, пушар сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), медаптечка пулмалла. Пур механизаторăн та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, срокран тухнă удостоверенисене улăштармалла.

Çак кунсенче инспекци ертỹçи Владимир Мекшеев «Сатурн» хуçалăхра пулнă. Çавна май вăл тракторсемпе прицепсен, яваплă çынсен докуменчĕ-сем пуррине, техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Н.КРУГЛОВ сăн ỹкерчĕкĕнче: В.Мекшеев хуçалăх ĕçченĕсемпе канашланă самант.