Вакцинаци тутаратăн – хÿтлĕхлĕ пулатăн

Хальхи тапхăрти чи çивĕч ыйту – вакцинаци тутарасси халăх хушшинче чи анлă сарăлнă тема пулса тăчĕ. Парăнма шутламан çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ калаçтарать çапла. Лару-тăру вара чăннипех те çăмăл мар. Çуллахи тапхăра кĕнĕ хыççăн ĕç-пуç уйрăмах йывăрланчĕ – пандемин виççĕмĕш хумĕ килсе çапрĕ. Районта коронавируспа чирлекенсен тата çак амака пула вилекенсен йышĕ хушăнса пыни мана çав тери пăшăрхантарать. Специалистсем палăртнă тăрăх, çынсем чире тÿссе ирттересси йывăрланни куçкĕрет.

Лару-тăрăва лайăхлатмалли пĕртен-пĕр профилактика мероприятийĕ – ушкăнпа вакцинаци тутарни. Коллективлă иммунитет пулсан çеç шанчăклă хÿтлĕхре пулăпăр. Çавна май халăхăн 60 проценчĕн прививка тумалла. Эпĕ апрель уйăхĕнче тутартăм. Хама пĕрре те япăх туймарăм. Халĕ те нимĕнле йывăрлăх та çук.

Халăха вакцинацие явăçтарассине Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тăтăшах çĕклеççĕ.

Эпĕ те çапла чĕнсе калатăп: тĕнчене алла илме хăтланакан хăрушă чирпе пурте пĕр харăссăн кĕрешмелле – вакцинаци тутармалла. Урăхла çăлăнăç мелĕсем пулсан çакăн пирки пĕрмаях калаçман та пулăттăмăр. Анчах хальлĕхе каварлă инфекцирен хăтăлассинче вакцина кăна пулăшĕ. Çавна май кашни ĕç коллективĕпе обществăлла организаци ертÿçине, депутатсемпе ял старостисене ку тĕлĕшпе ыттисене тĕслĕх кăтартма ыйтатăп. Чирлекенсен шутне чакарма тата эпидемие путлантарма прививка кăна пулăшать, вăл вирус çынран çынна куçас çулсене пÿлет. Хÿтлĕх çулĕ çине пурте пĕрле тăрсан кăна çĕнтерме пулĕ вируса. Вăл йывăр чиртен хÿтĕленни çеç мар, çывăх çынсем тĕлĕшпе яваплăха туйни те, инфекцие сарăлма парас мар тени те. Çавăнпа пĕр-пĕрне ăнланса çирĕп утăм тăвар.

Л.ЛЕВЫЙ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



20 августа 2021
09:00
ОПАСНО: КОРОНАВИРУС!
Поделиться