Елчĕксен ĕçĕпе паллашнă

Çак кунсенче пирĕн районта Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн преподавателĕсем пулчĕç.

Вĕсем чи малтанах Елчĕкри тĕп библиотекăра пухăнса пĕрлехи канашлăва хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый килнĕ хăнасене районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, пурнăçа кĕрсе пыракан инвестици проекчĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Леонард Васильевич çакăн пек тĕл пулусем усăллă пулнине, АПК пĕрлешĕвĕнче тăракансем çамрăксене ĕçре пулăшу панипе пĕрлех хавхалану та кÿнине палăртрĕ.

Республикăри АПК ветеранĕсен организацийeн председателĕ Александр Самылкин та сăмах илчĕ. Вăл пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕ, умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Асăннă союз ял хуçалăхĕнче вăй хунă ветерансене – уй-хирте е фермăра, çул-йĕр тунă-и е потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшнă – пĕрлештерет. Вĕсем пурте çĕршыва тата тăван тăрăха малалла аталантарас, пурнăçа лайăхлатас тесе ырми-канми тăрăшнă.

– Пирĕн тĕллев – чунри хĕлхеме мала хурса çамрăксене пулăшасси, ĕç опытне вĕсем патне çитересси, агропромышленность комплексне çĕнĕ программăсемпе пуянлатса тата аталантарса пырас ĕçе хутшăнасси, – терĕ ертÿçĕ.

Чăн та, пĕрлешÿре тăракансен ĕç опычĕ те, ăсталăхĕ те калама çук пысăк. Вĕсен пысăк пайĕ – тĕрлĕ çулсенче ял хуçалăх организацийĕсене ертсе пынă пуçлăхсем.

Канашлура союзăн çум председателĕ Василий Шадриков сăмах илчĕ, ĕç опытне тĕпе хурса вăл ял хуçалăхĕн иртнĕ тата хальхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрĕ. Сăмах май, 9 çул каялла йĕркеленнĕ пĕрлешĕве чи малтан вăл ертсе пынă.

АПК ветеранĕсен ĕçĕ пархатарлă та усăллă пулнине Чăваш патшалăх аграри университечĕн преподавателĕсем те палăртрĕç, вĕсен канаш-сĕнĕвĕ ял хуçалăх кадрĕсем хатĕрлес ĕçре пысăк пулăшу панине каларĕç. Çакна тĕпе хурса аслă шкулта тăрăшакансем аксакалсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, вĕсем районсенче йĕркелекен пĕрлехи канашлусемпе тĕл пулусене хастар хутшăнаççĕ.

Хăнасем районта ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннипе паллашрĕç, хуçалăхсене çитсе ĕçе еплерех йĕркеленине хăйсен куçĕсемпе курса хакларĕç. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра пулнă май ĕç-хĕле автоматизацилени кунта вăй хуракансен ĕçне чылай çăмăллатнине палăртрĕç.



Елчек ен
20 августа 2021
08:59
Поделиться