Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем физкультурника

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем физкультурника

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян. Çамрăксем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр, çĕнĕ çитĕнÿсем туччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Ḉак енěпе физкультура ĕçченĕсем, тренерсемпе вěрентекенсем те тăрăшса ěçлеççě.

Районтан республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă, вĕсемпе эпир савăнатпăр, мухтанатпăр. Ḉамрăксене вěсенчен тěслěх илме сěнетпěр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                     А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                  Л.В.Левый.



13 августа 2021
15:25
Поделиться