Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем Российской почты

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем!
Сире Раççей почта кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Почта çыхăнăвĕ пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунсерен почта ĕçченĕсем пирĕн килсене çĕнĕ хаçат-журнал, çывăх çынсенчен кĕтнĕ хыпарсем илсе килеççĕ.
Самана улшăннине пăхмасăр почта çыхăнăвĕн пěлтерěшě чакмасть, почта ĕçченĕсем хальхи вăхăтра халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе тимлеççě.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурнăçра ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.