Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днём России

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днём России

Районăн хисеплĕ çыннисем!

Сире чун-чĕререн Раççей кунĕпе саламлатпăр!

Ку уяв хăйĕн Тăван çĕршывне юратакан, унăн историне, халăхне хисеплекен, Раççей пуласлăхĕшĕн тата хăватне çĕклессишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Пирĕн çĕршыв нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килештерсе пурăнакан тĕрлĕ халăха пĕрлештерет, вĕсен йăли-йĕркине сыхласа упрать тата ăруран ăрăва куçарса пырать.

Эпир хăш халăх çынни пулнине, мĕнле тĕне ĕненнине е политикăри шухăшлава пăхмасăр Раççей ырлăхĕпе аталанăвĕшĕн, тăнăçлăхĕпе çирĕплĕхĕшĕн ырми-канми тăрăшатпăр. Пĕрлехи вăйпа эпир Тăван çĕршыв чапĕпе мухтавлăхне малалла стерсе пырса умри тĕллевсене туллин пурнăçлатпăр, ырă малашлăха шанса çирĕппĕн утатпăр.

Сире çирĕп сывлăх, мĕнпур ырă ĕçре ăнăçусем, хастар кăмăл-туйăм, савăнăç, ырлăхпа телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                 А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый.



12 июня 2021
08:00
Поделиться