Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем библиотек

Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕпе – Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Библиотекăсем пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, вĕсем ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май параççĕ. Хальхи вăхăтра ялти библиотекăсеv чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç.
Ěçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултарулăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмшăн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.