Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем Победы

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем Победы

Хаклӑ ветерансем, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 76 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатпăр! Çак уявра эпир пурсăмăр та тĕнчене фашизмран ирĕке кăларнă çĕнтерӳçĕсен ăрăвĕпе мухтанатпăр!

Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă паттăрла кĕрешӳре тăшмана парăнтарнă харсăр чунлă çынсен çапăçури тата ĕçри паттăрлăхне чыслăн сума сăватпăр. Шел пулин те, çĕнтерÿллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн паянхи тивĕç - вĕсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнасси тата совет çыннисен паттăрлăхĕпе харсăрлăхĕ çинчен калакан чăнлăха тивĕçлĕн сыхласа упрасси. 

Таймапуç Сире, тĕлĕнмелле паттăрлăхпа чăтăмлăхшăн, хăюлăхпа пуçарулăхшăн, чун пуянлăхĕпе ырă кăмăлăршăн. Сирĕн вăрçăри тата тылри мухтавлă ĕçĕрсем килес ăрусемшĕн этем чысĕпе тивĕçне, унăн сăпайлăхĕпе типтерлĕхне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулса юлĕç.

Сире çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм кун-çул сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ         А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Л.В.Левый.