Тăрăшулăхне кура – хисеп

Çын ĕçпе илемлĕ, телейлĕ. Тăрăшулăхне кура вăл çитĕнÿсен картлашкипе çулсерен çÿлелле хăпарать, çавна май ят-сум çĕнсе илет.

Хăйсен профессине чунтан парăннисене хаклама районта вара пĕлеççĕ: тава тивĕçлĕ ятсем параççĕ, аслă органсен грамотисемпе чыслаççĕ, Хисеп хăми çине сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтараççĕ…

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир тĕрлĕ отрасльте пысăк тÿпе хывнă 20 ĕçчене район центрĕнчи Хисеп хăми çине кĕртнине палăртнăччĕ. Вĕсем, хăйсен юратнă ĕçĕнче телей тупнăскерсем, пĕтĕм чун-хавалĕпе, кăмăл-туйăм хавхаланăвĕпе район аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Хастарсемпе çемйисем, ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, районта пурăнакансем тивĕçлипе мухтанма, мăнаçланма пултараççĕ. Вĕсем – кашниншĕн ырă тĕслĕх.

Район центрĕнче тепĕр Хисеп хăми те пур – «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем». Унта парти, совет, муниципалитет органĕсенче районшăн уйрăмах пархатарлă ĕçсемпе палăрнă ентешсене кĕртеççĕ. Ăна 2001-2011 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕнче ĕçленĕ Михаил Михайловский сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнинчен пуçланă. Каярахпа çак чыса СССР халăх учителĕ Петр Чернов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова тивĕçнĕ.

SONY DSC

Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2021 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 84-р номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн унта тепĕр пултаруллă ентешĕн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă: Николай Миллин. 20 çул района ăнăçлă ертсе пынăскере чаплă ушкăн йышне кĕртни ăнсăртран мар.

Николай Петрович тата вăл ертсе пынă команда тунă пĕтĕм ĕç калăпăшне кĕске сăмах çаврăнăшĕнче уçса параймăн. Района çут çанталăк газне илсе çитерни хăех мĕне тăрать! Ăна никамах та шанма пултарайман кĕске тапхăрта – çулталăк çурăра хута янă. Ял хуçалăх организацийĕсене упраса хăварни тата вĕсем ура çинче çирĕп тăни, Елчĕкре канализаци тытăмне йĕркелени, çул-йĕрсене юсаса çĕнетни, ялсен сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнни, тирпей-илем вăй илсе пыни…

Район центрĕн тĕп лапамĕ, акă, юлашки çулсенче самаях çĕнелчĕ. Юнашарах çĕкленнĕ культурăпа кану паркĕ те чун-кăмăл илĕртмĕшĕ. Вăл çынсенчен самантлăха та татăлмасть. Утма-чупма, вăй-хала çирĕплетме пĕтĕм услови пур, пĕчĕккисене ятарлă площадка хăйĕн ытамне илет. Унтах вăрçă ачисене халалланă ятарлă лаптăк та кашни çынрах патриотла туйăмсем çуратма тивĕç.

Çакă та мал ĕмĕтлĕ, малашлăха «витĕр» курса тăракан Николай Петровичăн черетлĕ ĕçĕ. Район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсене шута илсе район центрĕнчи культурăпа кану паркне Николай Миллин ятне пама йышăннă.

– Çынна пурăннă чухне хисеп туни вырăнлă, – хăйĕн шухăшне палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый. – Николай Петрович районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Унăн пуçарăвĕпе, тăрăшулăхĕпе пурнăçа кĕнĕ ĕçсем вара вуншар. Унпа 15 çул унăн çумĕнче ĕçленĕ май, унăн яваплăхне, тивĕçе чунтан парăннине курса вĕренме тăрăшрăм. Паян пирĕн вăл тунă ĕçсене малалла çирĕплетсе, анлăлатса пымалла.

Н.МАЛЫШКИН



Елчек ен
07 мая 2021
08:44
Поделиться