Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Первомаем и Пасхой

Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Первомаем и Пасхой

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшӳпе савăнса пурăнма хистет. Пиртен кашнийĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тӳпине хывать. Тăрăшуллă та тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă ĕçшĕн сире тав сăмахӗ калатпӑр, çирĕп сывлăхпа телей, ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçупа çитĕнỹсем сунатпăр.

Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Мăнкун яланах пысăк уяв. Мăнкун пĕр-пĕрне хисеплеме, килĕштерсе пурăнма, юратма вĕрентет. Пурин те таса йăла-йĕркепе пурăнса ытларах ырă ĕçсем тăвасчĕ, йывăрлăхри çынсене пулăшу аллине парасчĕ.

Уяв ячӗпе сире!

Елчĕк район пуçлăхĕ                 А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Л.В.Левый.



30 апреля 2021
16:32
Поделиться