Поздравление главы Яльчикского района А.Г. Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем чувашского языка
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире чěререн Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асаттесемпе асаннесен иксĕлми ăс-хакăлĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿсекен чăваш чĕлхи чи çепĕç те пуян чĕлхе. Эпир ăна хисеплетпěр, унпа мухтанатпăр.
Чăваш чĕлхи кунне чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă кун паллă туни те пысăк пĕрлтерěшлě. Юратар хамăр чěлхемěре, ачасене ăна хисеплеме вěрентер.
Районта пурăнакан кашни çынна, хамăрăн ентешсене уяв ячěпе саламласа çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, телей, юрату сунатпăр.
Елчěк район пуçлăхĕ А.Г. Васильева.
Елчěк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В. Левый.