Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхпа çума-çумăн утаççĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх институчĕ ялсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Юнкун район администрацийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă.

Пухăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă.

– Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ялан халăхпа юнашар. Ял тăрăхĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех вĕсем çине тиенет. Ял çыннисем хăйсен çивĕч ыйтăвĕпе, ыратăвĕпе, йывăрлăхĕпе чи малтан вырăнти администрацине, хăйсен депутачĕсем патне пыраççĕ. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăхăн ĕç тухăçлăхĕ патшалăх власть органĕсен структурисемпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Эсир ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе нумай вăй хуратăр, çакă сирĕнтен профессиллĕ пысăк ăсталăх, яваплăх тата чăтăмлăх ыйтать. Сире сывлăх, хĕрÿлĕхпе хастар кăмăл, çĕнĕ çитĕнÿсем тума профессиллĕ ÿсĕмсем сунатăп, – тесе палăртнă Леонард Васильевич.

Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕнче, халăха кăмăл-сипет тата патриот воспитанийĕ панă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Валерий Афанасьевпа Василиса Сапожниковăна, райадминистрацин ял хуçалăх, ятарлă программăсен пайĕсен начальникĕсене Петр Тремасовпа Виталий Рыбкина «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медальпе чысланă.

Сăмах май, çак çулсенче «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» мухтав паллине тивĕçнисем – 7 çын.



Елчек ен
23 апреля 2021
11:43
Поделиться