Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем местного самоуправления

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем местного самоуправления

Муниципалитет службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире чӗререн Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Эсир яланах халăхпа тачă çыхăнура, сире пуринчен ытларах халăхăн шухăш-кăмăлĕ, пăшăрхантакан ыйтăвĕсем паллă.
Халăха пăшăрхантакан ыйтусене вăхăтлă та тĕрĕс татса пани сирĕн яваплăх çинчен калать, сирĕн авторитета ÿстерет.
Эпир пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна ÿсĕмсем тума, ял çыннин пурнăç шайне ÿстерме пултаратпăр. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлессе шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те иксӗлми вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатпӑр!


Елчĕк район пуçлăхĕ        А.Г. Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Л.В.Левый.



21 апреля 2021
08:00
Поделиться