Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашěн депутачě Петр Краснов районти тӗп вулавӑша 60 кӗнеке парнелерӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашěн депутачě Петр Краснов районти тӗп вулавӑша 60 кӗнеке парнелерӗ

Вулавӑша кӗнеке парнелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Вулаканшӑн кашни ҫӗнӗ кӗнеке пысӑк савӑнӑҫ. Вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн вара пушшех, уйрӑмах чӑвашла кӗнекесем пулсан.

Черетлӗ парне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашěн депутатӗнчен Петр Степанович Красновран пулчӗ. Вӑл районти тӗп библиотекӑна 60 кӗнеке парнелерӗ. Ҫакна вӑл Валерий Туркай 60 ҫул тултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.

Каласа хӑварас пулать, Валерий Туркай ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӑйӗн ҫавра юбилейне паллӑ тӑвать. Парнеленĕ кĕнекесенче: сербсен ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричковичӑн «Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен», Китай поэзийӗн икӗ классикӗн Ли Бо тата Ду Фу «Ылтӑн чечек», коми, мари, мордва, пушкӑрт, тутар, удмурт тата чӑваш поэчӗсен сӑввисем «Ҫиччӗрен – ҫиччӗ», чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хурса чунтан юратакан вырӑс поэчӗ А.С.Пушкин сӑввисем «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе». Ҫаксене пурне те Валерий Туркай чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех В.Туркайӑн фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» ятлӑ кӗнекесем. Кӗнекере автор тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ суйласа илнӗ тата тӗрлӗ поэтсем вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ, чӑвашла куҫарнӑ сӑвӑсем. Украинӑн аслӑ поэчӗн Тарас Шевченкӑн «Катара хӗвел вӑранчӗ» тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем тата ытти кӗнекесем те.

 П.С.Краснова Елчӗк район администрацийěн пуҫлӑхӗ Л.В.Левый, вулавӑш ертӳҫи А.В.Петрова  пысӑк парнешӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ.



ЦБС Яльчикского района
13 апреля 2021
16:20
Поделиться