Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника культуры

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплě культура ěçченěсем, ветеранěсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кÿрет. Культура ĕçченĕсем тăрăшнипе районта тěрлě уявсем, пултарулăх конкурсěсем иртеççě, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе  вěсем çынсене савăнăç кÿреççĕ, вěсен канăвне йěркелеççě.  

Культура тытăмне аталантарма патшалăх енчен çулсерен пысăк пулăшу килет. Юлашки çулсенче районти культура учрежденийěсем нумайăшě тěпрен çěнелчěç, вěсен пурлăх бази те пуянланчě.

Сире малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума,  халăх хисепне тивĕçме çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Елчěк район пуçлăхě                                                            А.Г.Васильева.

Елчěк район администрацийěн

пуçлăхěн тивěçěсене пурнăçлакан                                         М.Н.Павлова.



25 марта 2021
08:01
Поделиться