Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем защитника Отечества

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем защитника Отечества

Хисеплĕ ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çĕршыва хÿтĕлесси хисеплĕ те яваплă тивĕç. Çак кун эпир Тăван çĕршыва историн тĕрлĕ тапхăрĕнче тăшманран хÿтĕленĕ паттăрсене чыслатпăр. Хÿтĕлевçĕсен харсăрлăхĕпе паттăрлăхĕ, Тăван çĕршыва чунтан юратни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче уйрăмах курăннă. Хисеплĕ ветерансен умĕнче эпир çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр. Сирĕн паттăрлăхăр нихăçан та асран тухмĕ. Ветерансен ĕçне çĕршыв тулашĕнчи тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă çар çыннисемпе салтаксем малалла чыслăн тытса пынă.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ Раççейĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче паян службăра тăракансен, çав вăхăтрах тăнăç пурнăçа хÿтĕлесе упракан тата хăйсен яваплăхĕпе ырă малашлăхшăн тăрăшакан арçынсен уявĕ те. Кашни арçын хăйĕн çемйишĕн кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн çирĕп шанчăк пулма тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр.

А.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Л.ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.