Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр?

Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр?

Чÿк уйăхӗн 24-мӗшӗнче Елчěк районěнчи Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулти 2, 4-мěш  классенче вӗренекенсем  «Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр?» ыйту тавра калаçу йӗркелерӗç.

Чи малтанах класс ертÿçи Порфирьева Ф.Ю. чăваш тӗррине мӗнле тӗслӗ çипсемпе усă курса тӗрленине, кашни тӗс мӗне пӗлтернине ăнлантарчӗ. Тӗррěн уйрăмлăхӗсемпе паллаштарчӗ. Чăваш тĕррине  çип шутласа тĕрлени, çĕвĕсем тĕрлĕрен пулни, кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулни çинчен ачасене тӗплӗн каласа пачӗ. Чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасем 6-7 çултах тĕрлеме вĕренни, 10-12 çул тĕлне вĕсем хăйсемех тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнине палăртрӗ.

Унтан ачасем хăйсен килӗсенче паян кунччен те чăваш тӗррисем упранса юлни пирки калаçрӗç. Кашниех хăйсен асламăшӗ, кукамăшӗ е амăшӗ тӗрленӗ тӗрӗсен ÿкерчӗкӗсене кăтартрӗç. Вӗренекенсен   вӗсем пек тӗрлеме вӗренес туйăм çуралчӗ.

Ӗмӗрсем иртсен те чӑваш тӗррин илемлӗхӗ ҫухалманнине ăнланчӗç. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтернине, савăнтарнине, çак  илем такам чунне те канӑҫтарма пултарнине, куҫа илӗртнине туйса илчӗç. Вĕсене хамăран асаннесем, кукамайсем, аннесем, аппасемпе инкесем  тĕрленине ĕненес те килменнине палартрӗç.

Пирӗн, çамрăк ăрăвăн, кашни çĕвве, эреше сыхласа хăварас тесе  тăрăшмалла, вӗсенчен тӗслӗх илсе чăваш тӗррине малалла аталантармалла.



Новошимкусская СОШ
25 ноября 2020
16:37
Поделиться