Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Хавхалану» фестиваль-конкурс хавхалантарчĕ

«Хавхалану» фестиваль-конкурс хавхалантарчĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни ҫулах Республикăри Вĕренÿ институчĕпе Шупашкарти Г.Н.Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкул Г.Н.Волков академика халалласа «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттерет. Йĕркелекенсем  палăртнă тăрăх кăҫал ҫак фестиваль-конкурсра 407 ĕҫ пăхса тухма пултарнă. Ҫакă вара конкурс ҫулран-ҫул вăй илсе аталанса пынине  ҫирĕплетет.

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класс ачисем (ертÿҫи Л.Г. Адюкова) ҫак фестиваль-конкурса хутшăннине палăртнăччĕ-ха. Ҫамрăк артистсем  вара хăйсен ĕмĕтне шанăҫа кăларчĕҫех. Вĕсем  «Г.Н.Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ» номинацинче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕҫ. Саламлатпăр вĕсене! Малашне те ҫĕнĕ ҫитĕнÿсем патне ăнтăлма сĕнетпĕр.



05 ноября 2020
08:38
Поделиться