Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Литература тĕпелĕнче - Галина Енейкина

Литература тĕпелĕнче - Галина Енейкина

Елчĕкри тĕп библиотекăра Галина Леонидовна Енейкина ҫырнă «Чун йыхравĕ» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

Галина Леонидовна Енейкина 1959 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педагогика училищине пĕтернипе çылахман кĕнеке авторĕ, Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 1985 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа паянччен Елчĕк районĕнчи Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен. Галина Енейкина «Чуну таса пулсан», «Ĕмĕрхи илемлĕх йĕрĕпе» сăвă кĕнекисен авторĕ. «Чун йыхравĕ» - авторăн виççĕмĕш кĕнеки.

 Кĕнекери сăвăсенче автор пурнăç чăнлăхне кăтартса парасшăн, ăна çамрăк ăрăва туйтарасшăн ăнтăлать. Вĕсемпе паллашнă май вулакан пурнăçра темле йывăрлăха та çĕнтерме, чăвашăн ырă йăли-йĕркине хаклама, тĕрĕс çулпа утма хăнăхать, таса чунлă, ырă çын пулас туйăмпа хĕмленет. Кĕнекене кĕнĕ юптарусенчи сăнарсем те çынлăх туйăмне упрама вĕрентеççĕ.

Кĕнекене хаклама Чăваш ҫыравҫисен пĕрлешĕвĕн ушкăнĕ:  Лидия Ивановна Филиппова, Раиса Сарпи, Улькка Эльменĕ  тата Роза Степанова юрăҫ хутшăнчĕҫ.

«Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет, кашниех мĕнпе те пулсан савăнтарма тăрăшать. Культура анинче те çавах: Елчĕк енре çуралса ÿснĕ яшсемпе хĕрсем юлашки çулсенче литературăра та, театрта та, эстрадăра та, ÿнерте те хăйсен витĕмлĕ сăмахне калама пуçларĕç, пултарулăхĕпе те хастарлăхĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç. Çĕнĕ ăрусем те çапла пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çитĕнессе шанар»,- терĕ  Лидия Филиппова хаклава пĕтĕмлетсе.

«Г.Л. Енейкинăн «Чун йыхравĕ» кĕнекинчи сăвăсемпе юптарусене илемлĕ вуласси» регионсен шайĕнчи инҫет видеоконкурс ҫĕнтерӳҫисене Елчĕк районĕнчи библиотекăсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ Светлана Николаевна Сайкина хисеп хучĕсем парса чыс турĕ.

 Хаклава хутшăннисем Галина Енейкинăна литература творчествинче татах та  çитĕнÿсем тума сĕнчĕç. Çыравҫăсем вулавăша хăйсен кĕнекисемпе пуянлатрĕҫ.



Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"
11 сентября 2020
10:15
Поделиться