Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Победы

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем!  Хаклă ентешсем!

      Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ чăннипех те чи савăнăçлă та чи çутă уяв.

    Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир лайӑх пӗлетпӗр. 1418 куна тăсăлнă вăрçă кашни киле, кашни çемьене кĕрсе тухнă, кашнийĕн чĕринче тарăн йĕр хăварнă.

      Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи те пысăк. Районтан 8 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă,  вĕсенчен çурри кăна çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă.  Тылри ӗҫченсем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ.

    Шел пулин те ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Паянхи кун районта 10 вăрçă участникĕ, 429 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ытларах тимлĕх уйăрар вӗсене, май килнĕ таран пулăшар.

     Эпир, паян пурăнакансем, хамăр аттесемпе асаттесен паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма, чăн историе ăруран ăрăва куçарса пырса çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентме, патриотла воспитани пама тивĕçлĕ,

   Хаклă ветерансем! Эпир сирĕн паттăрлăхăр умĕнче пуçа таятпăр, сирĕнпе мухтанатпăр, сума сăватпăр. Телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, çывăх çыннăрсен тимлĕхĕпе юратăвĕ пурин валли те çиттĕр.

    Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пурне те саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ         И.И.Васильева.

                            Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.

ВИДЕО



08 мая 2020
08:06
Поделиться