Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем Весны и Труда

Поздравление с Днем Весны и Труда

Хисеплĕ те хаклă Елчĕк халăхĕ!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшỹпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннине хисеплени, ĕç йăлисене ăруран ăрăва куçарса пыни - патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тỹпине хывать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçупа çитĕнỹсем сунатпăр, çемйĕрсенче ырăлăх, юрату, ăнланулăх хуçалантăр.

 Елчӗк район пуҫлӑхӗ  И.И.Васильева.

Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ     Н.П.Миллин.

#ПерлеПервомай



30 апреля 2020
14:45
Поделиться