Чи кирли – чун-чĕрери лăпкăлăх

Коронавирус инфекцийĕ çинчен илтмен, пĕлмен çын юлмарĕ пулĕ. Усал чир республикăра, çав шутра хамăр районта та палăрчĕ. Вăл аслисене кăна мар, çамрăк ачасене те шеллесе тăмасть. Çак лару-тăрура хаçат вулаканĕсене «Мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла, хамăра тата çемьене мĕнле упрамалла;» текен ыйтусем канăç памаççĕ.

РАН ядерлă энергетикăн академикĕ 86 çулхи Гурий Марчук сывлăхлă пулас тесен çапла ансат канаш панă: сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, нумай утмалла, уçă сывлăшра ытларах пулмалла, тĕрĕс апатланмалла, пирус туртассинчен хăтăлмалла, йывăрлăхсене чĕре çывăхне илмелле мар, проблемăсене татса пама наянланса тăмалла мар. Çаксене пурнăçлама пĕрре те йывăр мар.

Хуласенче пурăнакансем хăйсен хваттерĕсенчен те тухаймаççĕ. Пурин те пÿлĕмĕсем те пысăк мар- тăр. Вĕсене, паллах, çăмăлах тееймĕн. Эпир вара ялта пурăнатпăр та картишне тухса уçă сывлăшпа сывлаятпăрах. Çурхи ĕçсем пуçланнăран халĕ пахчара та тăрмашма пултаратпăр. Пандеми вăхăтĕнче стреса кĕрсе ÿкес мар тесен мĕн тумалла; Психика сывлăхне мĕнле çирĕплетмелле;

Психика сывлăхĕ – мĕн пулса иртнине çын йĕркеллĕ ăса хывса йышăнни. Сывлăхлă психика чун-чĕрери лăпкăлăх, çивĕч лару-тăрăва çĕнтерме пултарни. Хваттере, çурта тирпей-илем кĕртни, сĕтел-пукана вырăнпа улăштарни, вăй-хал ĕçне туни япăх шухăшсене сирме пулăшать. Килтисемпе чуна уçса калаçни усăллă. Чуна уçни çăмăллăх кÿрет. Телефонпа тăвансемпе, юлташсемпе пуплени вырăнлă.

Медицина статистики тăрăх, хальхи вăхăтра халăх, çав шутра çамрăксем те, психика чирĕсемпе йышлăн чирлени паллă. Нерв тытăмĕ йĕркеллех марри, невроз, шизофрени… суицид таранах. Çивĕч лару-тăру, хуйхă-суйхă çыннăн психика сывлăхне хавшатать те. Коронавирус шăпах çынсен чăтăмлăхне тĕрĕслет. Ĕлĕкхи çынсем: «Сывă ÿт-пÿре – сывă ăс-тăн», – тесе ахальтен каламан. Медицинăн «ашшĕ» Гиппократ çапла каланă: «Хавшанă ÿт-пĕве вăйлă чун хавалĕ çăлать». Психика сывлăхне нумай вăхăтлăха тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тесен ученăйсем çапла сĕннĕ:

– ăс-тăнпа вăй-хал ĕçĕсене ылмаштарса ĕçлемелле:

– килте ларнă чухне те тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла: телевизор пăхмалла, кĕнеке вуламалла, çыхмалла, физкультура упражненийĕсем хыççăн тренажер çине тăмалла, çемьепе пĕрле пахчара вăй хумалла;

– кирек камăн та пурнăç тĕллевĕ пулмалла. Ку вăл ачасем, çемье, мăнуксем. Чи малти вырăнта пĕр тарăхмасăр пĕр-пĕрне пулăшасси, ăнланасси пулмалла;

– лайăх ыйхă /7-8 сехетрен кая мар/, тĕрĕс апатланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апатлану тенĕрен, енчен те хаклă йышши улма-çырла /лимон, импĕр/ илме укçа-тенкĕ хĕсĕкрех пулсан пахчара ÿсекен сухан, ыхра, çырмари, карта хĕрринчи вĕлтĕрен çурхи пĕрремĕш витаминсем шутланаççĕ. Асанне калатчĕ: «Çимĕк çитиччен çичĕ курăк çимелле», – тесе.

– сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла. Халĕ шăпах пирус туртма пăрахмалли лайăх вăхăт.

– кирек мĕнле лару-тăрура та ырра шанмалла, ку чир те – вăхăтлăх.

Енчен те стресс çирĕп йăлана кĕрсе пырать е сирĕн психика улшăннине сисетĕр пулсан тÿрех специалист тухтăр патне пымалла.

Килте ларнă чухне стресран мĕнле хăтăлмалла?

Çыннăн яланах ĕçлĕ пулмалла – ун пек чухне усал шухăш пуçа кĕмест. Питĕ вăйлă пăлханнă вăхăтра сывлав хусканăвĕсем туни пулăшать. Мĕншĕн пăшăрханнине, пăлханнине хут çине çырма юрать. Çак тĕллевпе кун кĕнеки йĕркелени те аван. Пуçа усал шухăшсенчен хăтарни çынна лăплантарать. Кашни куншăн, кашни самантшăн савăнмалла, пĕчĕк пулăмсемшĕнех хĕпĕртеме пĕлмелле. Эпидеми вăхăтĕнче лăпкă пулмалла, ăс-тăн çивĕчлĕхне упраса хăвармалла, кашниех хăйне алăра тытмалла. Тÿсĕмлĕ пулмалла. Чир-чĕр пулать те иртет, çĕр çине килекенĕн вара пурăнмалла. Пурнăçшăн кĕрешмелле. Хăвăр вăй-халăр пур чухлĕ кăна тăрăшмалла, ытлашши хапсăнмалла мар. Ирхине, çывăриччен зарядка туни усăллă. Çывăрса тăранмалла.

Йĕри-тавра çаврăнса пăхăр-ха, паян кам шухăшсăр пурăнать. Тен, ыттисен хуйхи-суйхи сирĕннинчен те пысăкрах. Лайăх шухăшласа илĕр, кÿршĕре пурăнакан пĕччен ватăна сирĕн пулăшăвăр кирлĕ мар-и; Волонтер пулса ырă ĕç туни епле сăваплă. Çавăн пекех кĕлĕсем вулани те лайăх. Усал чире пула чиркÿсене кайма юрамасть – апла пулсан, ачăрсемшĕн, мăнукăрсемшĕн, çывăх тăванăрсемшĕн килте кĕл тăвăр. Мунча хутса кĕни /душ та начар мар/ усăллă, ÿт-пĕве кантарать. Хурăн, юман, çăка милĕкĕсемпе çапăнни нерв тытăмне лăплантарать. Ÿкерчĕксем туни, кроссвордсем шутлани, шашка-шахматла выляни шиклĕхе чакарма пулăшаççĕ. Çавăн пекех çыннăн ÿт-пĕвĕнче биологиллĕ активлă пăнчăсем пур – вĕсене пĕлсе, кирлĕ вăхăтра массаж тусан часах кăмăл çĕкленет, чун-чĕрере лăпкăлăх хуçаланать.

Сывлăхлă пулăр, хăвăра упрăр. Халĕ чи пĕлтерĕшли – тÿсĕмлĕ пуласси, пĕр-пĕрне пулăшасси, профилактика мероприятийĕсене çирĕп пăхăнасси.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр.



Елчек ен
22 апреля 2020
14:40
Поделиться