Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асра тытасчĕ ĕмĕрех…

Асра тытасчĕ ĕмĕрех…

Яманчурел ялĕн библиотекинче нумай информаци упранать. Ял историйĕ, вăрҫă ветеранĕсем, тыл ĕҫченĕсем, вăрҫа ачисем ҫинчен нумай пĕлме пулать ял библиотекине пырсан.  Ҫак пуянлăхшăн вăрҫă ветеранне, тавра пĕлÿҫĕне Петр Кондратьевич Комиссарова, ял библиотекинче нумай ҫул хушши ĕҫленĕ Ермакова Ираида Петровнана, Светлана Ермакована тав сăмахĕ калас килет.

Библиотекăра Аслă Ҫĕнтерÿ 75 ҫул ҫитнĕ тĕле фотосен куравĕ йĕркеленĕ. Кунта вăрҫă ветеранĕсен, тыл ĕҫченĕсен, вăрҫа ачисен сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать.

Вăрҫă хирĕнчен ҫырнă ҫырусем ялта сахал упранса юлнă. Базарнов Иван хăйĕн ашшĕн, Базарнов Артемăн, 1942-мĕш ҫулта вăрҫа хирĕнче ҫырнă ҫырăвĕсене библиотека парса хăварнă. Вĕсем паянхи кун та унта упранаҫҫĕ. Халь кашни килекен ҫырусемпе паллашма пултарать.

Фойере Ҫĕнтерĕве халалласа «Паттăр ентешсем» кĕтес йĕркеленĕ. Кунта вăрҫăран таврăннă ентешсен вăрҫăри кун-ҫулĕпе паллашма, сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать.   

Вăрҫăра ҫапăҫакана чун апачĕ те кирлĕ пулнă: вĕсем патне артистсем те пырса ҫÿренĕ, хушăран купăс калаканĕ те тупăннă, патефонĕ те янракаласа илнĕ пуль. Ҫак самантсене тĕпе хурса пурне те курăнакан ҫĕре нумай ҫыншăн тĕлĕнмелле япала лартса хунă – патефон. Унпа уйрăмах ачасем кăсăкланаҫҫĕ.

Елчĕк район администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Петрович Миллин  Аслă Ҫĕнтерĕве 75 ҫул ҫитнĕ тĕле библиотекăра йĕркеленĕ стендсемпе, кĕнеке выставкисемпе паллашрĕ. Уйрăмах ăна вăрҫă ҫырăвĕсем  кăсăклантарчĕҫ. 



13 марта 2020
16:16
Поделиться