Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тӑван чĕлхесен эрнин пĕтĕмлетĕвĕ (нарăс уйăхӗн 18-21-мӗшӗ)

Тӑван чĕлхесен эрнин пĕтĕмлетĕвĕ (нарăс уйăхӗн 18-21-мӗшӗ)

Вĕрентӳ Министерствин ҫырӑвĕпе килĕшӳллĕн нарӑс уйӑхĕн 18 -21 мĕшĕсенче Кушкӑри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вӑтам шкулта тӑван чĕлхесен эрни иртрĕ. Çак эрнене ирттерме шкулта ятарлӑ план туса ҫирĕплетрĕмĕр. Нарăсăн 18-мĕшĕнче 2-4 класра вĕренекенсем вăрçă çинчен вуланă хайлавсем тăрăх ӳкерчĕксем турĕç. Чи ăста ӳкерекенсем 5-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсен шутĕнче Артем Лисицын, Настя Константинова, Алиса Архилина. Çав кунах библиотекăна çӳрекен хастар ачасем «Мы помним! Мы гордимся!» ятлă хаçат кăларчĕç. Эрнен 2- мĕш кунĕнче 6-10 класра вĕренекенсем хушшинче «Пире вăрçă кирлĕ мар» ятлă сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Кунта вара чи пултаруллисен шутне Петр Баринов (9 кл.),  Николай Артемьев (8 кл.) тата Ксюша Кошелькова (8 кл.) пулчĕç. Çав кунах  2-9 классем хушшинче «Пуçăма килнĕ шухăшсем…» сăвă çыракансен конкурсĕ иртрĕ. Чи маттурисен шутне Сергей Марков (10 кл.), Настя Константинова (5 кл.) тата Николай Арефьев (8 кл. ) кĕчĕç.

Нарăсăн 20- мĕшĕнче 5-10-мĕш классенче   вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем тĕрлĕрен заметкăсем шăрçаларĕç. Ку ĕçре 6-8 класс ачисем хастар пулчĕç. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем вулавăшра «Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул» тата «Савнă ен – Чăваш çĕр-шывĕ» ятпа кĕнекесен куравĕсем йĕркелерĕç.Вырăс чĕлхине юратакансем вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса «Никто не забыт, ничто не забыто» ятлă сочинени çырчĕç. 2-7 классенче вĕренекенсем «Тăван чĕлхе – чи илемли» диктант çырчĕç. Тăван чĕлхесен эрнине пĕтĕмлетсе чăваш, тутар тата вырăс чĕлхине юратакансем «Пултăр мир ĕмĕрех!»  ятпа класс тулашĕнчи ĕç иртрĕ. Унта тĕрлĕрен чĕлхепе сăвăсем янăрарĕç, хаваслă юрăсем шăранчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.



МБОУ "Кошки-Куликеевская СОШ" Яльчикского района