Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççейре – пĕрремĕш!

Районти шкул ачисен аслă ушкăнри хоккей команди Пушкăртстанри Салават хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирта вăй виçни пирки хаçатра маларах çырнăччĕ ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр: пирвайхи тĕл пулусенче пирĕн спортсменсем Самар /7:5/ тата Новосибирск /5:2/ облаçĕсенчи тантăшĕсене çĕнтернĕ. Ун хыççăн Приморски край хоккеисчĕсене 3:1 шутпа парăнтарнă. Çурма финалта çак шутпах Тутарстанри «Лачына» командăн малаллахи çулне пÿлнĕ.

Александр Адюков тренер ертсе пыракан «Елчĕк» команда финалта Вологда облаçĕнчи «Олимп» ушкăнпа тупăшнă. Пирĕннисем, вăййа пирвайхи минутсенчех хăйсен аллине ярса илнĕскерсем, тупăшуçăсен хапхине тÿрех «пичетлеме» пултарнă. Анчах та 2-мĕш тапхăр вĕçĕнче лешсем вăййа танлаштарма мехел çитернĕ. Юлашки 15 минутра тактика ăсталăхне, пĕр-пĕрне ăнланса выляссине ÿстерсе пынăран Елчĕксен тĕл пулăва 2:1 шутпа вĕçлеме май килнĕ. Çапла майпа маттурсем Раççейри яллă командăсен йышĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă!

Саламлатпăр!



Елчек ен
19 февраля 2020
13:54
Поделиться