Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Чăваш ачи, сассуна пар!» сăвă вулакансен конкурсě иртрě

«Чăваш ачи, сассуна пар!» сăвă вулакансен конкурсě иртрě

Чăваш поэзийěн классикě Çеçпěл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа республика шайěнче «Чăваш ачи, сассуна пар!»  конкурс иртрě. Ăна Чăваш Республикин вěренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăвашлăха аталантарас, поэзие юратакансене тупса палăртас, ачасене чăваш чěлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тěллевпе йěрекеленě.

Унта Елчěк районěнчи Курнавăшри  пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулти 10-мěш класра вěренекенсем те хутшăнчěç. Федорова Дарья «Хурçă шанчăк» сăвва илемлě тата ăста вуласа 2-мěш вырăна тухма пултарчě. Мясникова Татьяна вара «Чăваш ачине» сăвва каласа сертификата тивěçрě.

Пултаруллă вěренекенсене тата вěсене конкурса хатěрленě Кузнецова Надежда Михайловнăна  саламлатпăр, малашне те  ăнăçу сунатпăр!

 

 

Отдел образования и молодёжной политики администрации Яльчикского района



РОО и МП
27 ноября 2019
09:44
Поделиться