Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аннесен кунне халалласа Кĕçĕн Таяпа ял библиотекинче «Анне –пурнăç илемĕ» литература каçĕ иртрĕ

Аннесен кунне халалласа Кĕçĕн Таяпа ял библиотекинче «Анне –пурнăç илемĕ» литература каçĕ иртрĕ

Пирĕн çĕр-шывра ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшӱллĕн  аннесен кунне уявлаççĕ.

Аннесен кунне халалласа Кĕçĕн Таяпа ял библиотекинче «Анне –пурнăç илемĕ» литература каçĕ иртрĕ.

 Çак тĕлпулăва эпир хамăр  ялти аннесемпе пĕрле кÿршĕ  Комсомольски районĕнчи хăнасене те йыхравларăмăр.

Уявра Йăлмахвари вулавăш çурчĕн ертÿçи Альбина Ефремова,   Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ- сăвăç Мария Каçалсем, культура ĕçченĕ, сăвă – юрă хывакан Руфина Смирнова тата Маргарита Белкова  пулчĕç.

Чи малтанах хăнасем библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Уява Кĕçĕн Таяпан вулавăш ертÿçи Светлана Агеева уçрĕ. Ял тăрăхĕн ертӱçи Валерий Петров пуçтарăннă хăнасене Аннесен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа  ырлăх - сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн кÿршĕ район хăнисем сăмах илчĕç.

Альбина Ефремова Кайнлăк ял тăрăхĕн библиотеки çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вăл Мария  Каçалсемпе Руфина Смирновăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарса хăйсене сăмах пачĕ. Мария Каçалсем хăйĕн кĕнекисем çинчен кĕскен каласа катартре.  Паянхи куна унăн тăватă кĕнеки кун курнă: «Çул кăтартрĕ  пире анне пилĕ», «Вăй хал кÿрет пире чăн юрату хăвачĕ», «Тунсăхпа юрату кĕввисем», «Чăваш йăмри». Автор хăйĕн сăввисене кăмăла çĕклентермелле вуласа пачĕ.  Вулавăш çуртне сăвă  кĕнекисене парнелесе библиотекăн фондне пуянлатрĕ.

      Руфина Смирнова çакăнта пуçтарăннă аннесене саламласа хăй çырнă –-кĕвĕленĕ юррисене чуна тивмелле юрларĕ. Руфина Васильевнăн юрăсен пуххинче алла яхăн юрă.  Ун юррисене чăвашсен паллă  юрăçи Валентина Кузнецова аслă сцена çинче юрласа халăх умне кăларнă.

Уява пухăннисене Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» ушкăнĕн ертӱçи Э. Иванова ăшшăн саламларĕ, савăнăçлă самантпа усă курса З.Зиновьевăпа Е.Серебряковăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» билечĕсене пачĕ.

Малалла уява культура çурчĕ çумĕнчи  фольклор ушкăнĕ тăсрĕ. Пухăннă хăнасене хитре юрăсем шăрантарса савăнтарчĕ. Уяв ăшă  кăмăллă лару –-тăрура иртрĕ.

«Малашне те çакăн пек ырă тĕлпулусем пулсах тăччăр»- тесе пĕтĕмлетрĕç уява пухăннисем.

ФОТО



25 ноября 2019
11:29
Поделиться