Унăн ячě пирěн чěрере

Унăн ячě пирěн чěрере

Аттелěхěн Аслă вăрçи вěçленнěренпе нумай çул хыçа юлчě. Çак хăрушă вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсем пирěн сахал мар. Вěсенчен пěри - Энтепе каччи Семен Алексеевич Андреев сержант. Вăл 1942-мěш çулта, 18 тултарсан, фронта тухса кайнă. Паттăррăн çапăçнă Çемен. Днепр шывě патěнчи хаяр çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн Совет Союзěн Геройě ятне тивěç пулнă.

Вěренекенсене паттăрсен ячěсене яланах асра тытмаллине, вěсен вилěмсěр ěçěсене нихçан та манмалла  маррине вěрентес  тěллевпе  тата Совет Союзěн Геройě Семен Алексеевич Андреев çуралнăранпа 95 çул çитнине  халалласа Елчěк районěнчи шкул ачисем хушшинче «Эпир чаплă Çеменпе» викторина иртрě. Унта Курнавăшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулти 26 вěренекен хутшăнчě. Вěсенчен чылайăшě çěнтерÿçěсемпе призерсем  пулса тăчěç.

2-4 классем хушшинче:

2-мěш вырăн - Филиппова Полина (4 класс)

3-мěш вырăн -  Иванова Елизавета (3 класс)

5-9 классем хушшинче:

1-мěш вырăн - Кубикова Карина (5 класс)

2-мěш вырăн - Петров Андрей, Григорьев Алексей (9 класс)

10-11 классем хушшинче:

2-мěш вырăн - Лакачов Иван (11 класс)

3-мěш вырăн - Демьянова Анастасия, Николаева Камилла, Александрова Екатерина (10 класс).

Çěнтерÿçěсемпе призерсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!

                 

 



Новошимкусская СОШ
12 ноября 2019
10:33
75 лет Великой Победе
Поделиться