Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Ял хуçалăх тата продукци тирпейлекен промышленность ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем!


Сире чĕререн ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатпăр!
Çак кун - мĕнпур çĕр ĕçченĕн, ял çыннин уявĕ. Мĕншĕн тесен яла, тăван çĕре юратмасăр ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçлеме, малалла аталанма çук.
Кăçал районти çĕр ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул туса илчĕç. Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программине пурнăçласа пурĕ 71 117 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 32,1 центнерпа танлашрĕ. Тĕш тырă культурисене планпа палăртнинчен 17,3 процент, çĕр улми 9,7 процент, пахча çимĕç 6,4 процент ытларах пухса кĕртнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те кăтартусене чакармарĕç, аш-какай, сĕт пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ытларах туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх шутне те чакма паман.
Паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене аталанма майсем çителĕклĕ. Ял хуçалăх техникин паркне çулран-çул çĕнетсе пыни, выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем туни тата киввисене паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермелле юсаса çĕнетни ĕçлекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатма, производствăна ÿстерме пулăшаççĕ.
Çĕнĕлĕхсенчен хăраман, ĕçе тĕрĕс те пĕлсе йĕркелесе пыракан ертÿçĕсем, специалистсем тăрăшнипе хуçалăхсем малалла аталанаççĕ. Патшалăх паракан пулăшусем çакăн валли çул уçса пыраççĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, отрасль ветеранĕсене тăван çĕре юратса ĕçленĕшĕн, ял малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей, тулăх пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ     И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.



26 октября 2019
07:14
Поделиться