Курак ялĕнче кураксем кураймăн

Каркалар ятне пуçласа 31 çул каялла кÿршĕ района ĕç шыраса килнĕ пĕрремĕш кунах РУНО пуçлăхĕнчен, Г.Н.Охотинăран, илтме тÿр килчĕ. Алăра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн дипломĕ пуррине пĕлсен Галина Николаевна тÿрех унти шкулта учитель кирлине пĕлтерчĕ.

– Районти чи инçетри ялсенчен пĕри. Унта çитесси чĕр нуша. Çурлă-кĕрлĕ çанталăкра кĕрсе тухма çук пылчăк çăрăлать. Тăван тăрăхна тăтăш кайса çÿресси пирки ан та шутла, – терĕ çийĕнчех пĕр ырă та аслă пĕлĕшĕм.

Унăн шухăшне тĕпе хутăм, унта кайма килĕшмерĕм. Çав кунхинех шăпа мана «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцине илсе çитерчĕ. Корреспондентра ĕçлеме пуçласан вара Каркаларта темиçе хутчен те пулса куртăм. Кунти ятлă-сумлă çынсем çинчен пĕрре мар тĕрленчĕксем, статьясем шăрçаланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăнпа, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесе, тĕп шкул тăррине те хăпарса курнă, культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрре мар паллашнă. Халĕ çав шкул çурчĕ те çĕр çинчен çухалнă ĕнтĕ, ăна кÿршĕллĕ пурăнакан тутарсем пăсса кайнă. Культура çурчĕн те кăшкарĕ кăна тĕссĕрленсе ларать. Пĕртен-пĕр учреждени ялта – фельдшерпа акушер пункчĕ.

Сентябрь уйăхĕн хĕвеллĕ те ăшă кунĕнче тепĕр хут пулма тÿр килчĕ çак асамлă, йывăçлă та çеремлĕ, çепĕç кайăксем ырă юрăсем шăрантаракан инçетри тăрăхра.

– Çуркунне уйрăмах илемлĕ пирĕн тавралăх. Миçе тĕрлĕ кайăк юрри янăрамасть-ши? Çĕр çывăрмасăр тăнласа выртатăн вара, – тет 11-мĕш созывра ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă Ксения Волкова.

Кĕске справка: Каркалар – тутарсен «карга» /курак/ сăмахĕнчен пулса кайнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне кĕрекен яла XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа çыннисем куçса килнипе йĕркеленĕ. Ку тăрăхра хутăш вăрман çитĕннĕ. 1785 çулта ялти 10 хуçалăхра 87 çын пурăннă, вĕсем çине 192 гектар сухаланакан çĕр тата 83 гектар вăрман çирĕплетнĕ. 2004 çулта 74 хуçалăх, 139 çын, 2007 çулта – 57 хуçалăх, 116 çын шутланнă. Кунта чиркÿ, прихут шкулĕ, çăкăр лавкки, çил арманĕ, 2 кĕрпе тасатакан арман пулнă. 1932 çулта вулав çурчĕ уçăлнă. 1965 çулта клуб туса хунă. 1974 çулта ăна кирпĕчрен туса лартнă. Унта библиотека та уçăлнă.

/Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕнчен/.

Ялта тăватă урам. Вăл тип çырмаран пуян. Вĕсем пурри лайăх та: пăрусене кăкарса хума меллĕ. Ĕнесене кĕтĕве хăвалаççĕ. Ĕне-сурăх тытакансем хăйсемех черетленсе кĕтÿçĕсем пулаççĕ.

Пĕчĕк ял пулсан та мăйракаллă шултра выльăх сахал мар усраççĕ кунта. 24 ĕне тепĕр пысăк ялта та çук. Яла пырса кĕрсенех аслă урам тăсăлать. Хĕрринчен иккĕмĕшсем – Орловсем. Чи харсăр çемье йышĕнче. Василий Петровичпа Людмила Владимировна икĕ ĕне, пĕр вăкăр, 13 сысна, чăх-чĕппе хур-кăвакал йышĕ 100 пуçран та иртет, пăхаççĕ. Виçĕ ачана ура çине тăратнă килĕшÿллĕ те тату пурăнакан ĕçчен мăшăр. Кĕçĕнни, Володя, кăçал Раççей çарĕнчен таврăнчĕ. Вăл яла юлма ĕмĕтленет.

Орловсем пахча çимĕç, улма-çырла нумай лартса туса илеççĕ. Кăçал пурте ăнса çитĕннĕ: калама кăна, кавăн кăна ултă УАЗ кузовĕ чухлĕ пулнă.

Владимирпа Елена Шпилевсем, Михаилпа Ольга Ласточкинсем, Владимирпа Наталия Борисовсем, Ольгăпа Николай Красновсем, Людмилăпа Вениамин Шпилевсем /аппăшĕпе шăллĕ/ икшер ĕне, вăкăрсем тытаççĕ. Сĕте патшалăха сутса çемье кассине чĕрĕ укçа-тенкĕ кĕртсе пурнăçа саплаштараççĕ. Ялта вăй питти çынсем улттăн кăна, ыттисем – тивĕçлĕ канăва тухнисем е сывлăха пула тĕрлĕ пособи илекенсем. Унччен пĕрисем Андрей Севриков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшкаланă-ха, вăл малалла аталанайманран ĕçпе сывпуллашма тивнĕ. Ентешĕсем Андрея пĕве пĕвелесе панăшăн тав тăваççĕ. Халĕ унта çăвĕпе хур-кăвакал шăмпăлтатать. Çавăн пекех кÿршĕ района çăмăл машинăпа кайса çÿреме меллĕ.

Хăй вăхăтĕнче Каркаларсен утарĕ районта кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнăччĕ. Садра тем тĕрлĕ çимĕç паракан йывăçсем ешеретчĕç. Халĕ вара çав пахча та илемĕпе савăнтараймасть. Вĕлле хурчĕсем те вĕçмеççĕ. Юлашкинчен Николай Краснов хурт-хăмăр ăсти çанă тавăрса тăрăшатчĕ унта. 50 пуç вĕллеччĕ. Халĕ ахаль выртакан пахчара Борисовсем хăйсен выльăхĕсене тытаççĕ.

Ял çынни мĕн авалтан хурт-хăмăр ĕçĕпе аппаланать. Халĕ те кашни ÿркенмен хуçалăхрах вĕллесем нумай. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та пыл туса илсе çемьене тупăш кĕртеççĕ.

Ялти чи сумлă мăшăр – Леонидпа Ксения Волковсем. 60 çул ытла пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Кил хуçи ĕмĕрне колхозра механизаторта ĕçлесе ирттернĕ, мăшăрĕ вара бригадирта, ферма заведующийĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Леонид Никифорович арçынсенчен чи ватти. Вăл 86 çула кайнă. Волковсен Антонина хĕрĕ пенсие тухсан Володя мăшăрĕпе тăван яла куçса килни савăнтарать ашшĕпе амăшне. Вĕсем куккăшне, А.Журавлева пăхса тăраççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех çурта çĕнетсе хучĕç Черновсем. Çу вăхăтĕнче хула пурнăçне ялтипе улăштаракансем татах та пур. Аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килнĕ шĕвĕрккесем каникулта ырлăх кураççĕ.

Ялти чи ватă хĕрарăмсем – Наталия Ивановăпа София Краснова. Наталия Ильинична нумаях пулмасть 93 çул тултарчĕ. Вăл 40 çул ытла пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. София Диомидовна та февральте 94 çула каять, вăл колхозра тăрăшса ĕмĕрне ирттернĕ.

Чи çамрăк мăшăр – Иринăпа Валерий Шалимовсем. Вăтăр çулхи çамрăксене ял пурнăçĕ килĕшет. Иккĕшĕ те правур.

Ялта лавкка çукки те хăратмасть Каркаларсене. Халăхран сĕт пуçтаракан Алексей Изосимов мĕн кирлине веçех илсе килсе сутать. Çавăн пекех эрнере пĕрре Елчĕкри çăкăр завочĕ хăйĕн продукцийĕпе савăнтарать. Елчĕксен çăкăр-булкине эрнелĕх туянса хурать ял-йыш.

– Тутарсем те илсе килсе сутаççĕ çăкăр-булка изделийĕсене, çапах хамăрăн тутлăрах та, йÿнĕрех те, – теççĕ ватăсем.

– Куллен кирлĕ япаласем мар, ытти ăпăр-тапăр кирлĕ пулсан – пухăнатпăр та Елчĕке вĕçтеретпĕр. Пирĕн пата автобус çÿремест, çавăнпа та такси тытатпăр. Пĕр енне кайма 400 тенкĕ, – теççĕ хĕрарăмсем. – Паллах, таксипе тăтăш ларса çÿреймĕн, çапах çитмелли çĕре вăхăтлă çитни паха.

Кунта туслăха пысăка хурса хаклаççĕ, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне кирек хăш ĕçре те пулăшаççĕ. Акă, Аялкасри Наталия Иванова ĕç ветеранĕ патĕнче çĕр улмие 12-ĕн кăларнă. Кассипех пуçтарăнса пĕрле тăрăшасси ырă та çирĕп йăлана кĕнĕ.

Урамра автомашина е урăх сасă илтĕнет-и – пурте пÿртрен хăпса тухаççĕ. Ют çынна тăтăш курманран сыхă тăраççĕ, мĕн сăлтавпа килнине тÿрех пĕлесшĕн çунаççĕ.

Ялти 38 килте /63 çын пропискăра тăрать/ те газ çунать, пурин те шыв кĕрет, юхса тухать. Чылайăшĕн санузел та шалта. Урамсене чул сарнă. Яка асфальтлă çулпа часах çитес çĕре çитетĕн. Икĕ ача – Руслан Орловпа Олеся Шалимова Елчĕкри вăтам шкула çÿреççĕ. Вĕсене куллен шкул автобусĕ килсе илсе леçсе ярать.

Хĕрарăмсем ушкăнпа ултă çухрăмри вăрмана кăмпана, çырлана çÿреççĕ. Килте ларма юратман пенсионеркăсем тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарăнтăр тесе кÿршĕ районта тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ.

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», – теççĕ чăвашсем. Ял çыннисем хăйсен ентешĕсемпе чăннипех мухтанаççĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Евстолия Пирогова ял историйĕпе кăна мар, унăн хастар çыннисемпе те кăсăкланать. Кашни йăх-несĕлĕн пурнăç йывăççине тишкерет.

Акă, Алатыревсен йăхĕ республикăра кăна мар, çĕршывĕпех паллă. Михаил Сергеевич техника наукисен кандидачĕ, профессор. Унăн шăллĕ Сергей Сергеевич та техника наукисен кандидачĕ, доцент. Тăван яла манмасть ученăй-инженер: пахчара çĕр улми тата ытти çимĕçсене лартса илет.

Е тата РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Вера Голубева республикăра паллă та сумлă. Чăваш ачисен «асламăшĕн» юмахĕсене итлесе ÿснĕ ачасем унăн сассине пинрен те палласа, уйăрса илеççĕ. Çавăн пекех кам пĕлмест пулĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăвăç-композитора Николай Краснова! Унăн юррисем Чăваш наци радиовĕпе тăтăшах янăраççĕ. Районти ветерансен «Туслăх» хорĕ те Николай Ивановичăн юррисене репертуартан кăлармасть. Хăй вăхăтĕнче Красновсен династийĕ районта культура сферине аталантарнă çĕрте кĕрлесе тăнă.

Хăйне евĕрлĕ йывăрлăхсем чылай пулсан та кунти халăх ĕçчен, хитре, сăпайлă, ырă кăмăллă. «Ушкăнра – вăй», – тенине асра тытса пĕр çăвартан, пĕр чăмăрта пурăнаççĕ, пĕр-пĕринчен кĕвĕçмеççĕ. Курак ялĕнче пĕр курак та курманнинчен çеç тĕлĕнетĕн. Çепĕç саслă кайăксем хăваласа янă пулинех вĕсене…

Валентина КИРИЛЛОВА.



Елчек ен
09 октября 2019
14:09
Поделиться