Ыйтăм иртет

Çĕршывра пурăнакансене телекоммуникаци хатĕрĕсемпе чăрмавсăр усă курма майсем туса парасси – патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак задача мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине ыйтăм лайăх çирĕплетет.

Росстат ăна 2013 çултанпа йĕркелесе пырать. Информаципе коммуникаци технологийĕсене пурнăçа мĕнлерех кĕртсе пыни пирки интересленсе черетлĕ ыйтăм кăçалхи октябрĕн 14-20-мĕшĕсенче, ноябрĕн 11-17-мĕшĕсенче иртет. Ăна йĕркелеме палăртнă хуласемпе районсен йышĕнче Елчĕк районĕ те пур. Чăвашстатра контрактпа ĕçлекен ятарласа вĕреннĕ специалистсем кирек хăш хуçалăхра пулса вĕсен хуçисенчен 5 пайран тăракан анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама сĕнеççĕ:

1. Хуçалăхра уйрăм компьютер пур-и? Вăл Интернетпа çыхăннă-и?

2 .Компьютерпа тата карас телефонпа усă курни.

3. Интернетпа усă курни.

4. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе электронлă майпа усă курни.

5. Интернет урлă саккас парса тавар туянни, ытти пулăшупа усă курни.

Иккĕ тата ун хыççăнхи пайри ыйтусем 15 çулхи е унран аслăрах çемье членĕсене пырса тивеççĕ. Ыйту хуравĕсем вăрттăнлăхра упранĕç.

Чăвашстатăн пресс-служби



Елчек ен
09 октября 2019
14:16
Поделиться