Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с юбилеем Яльчикской центральной библиотеки

Поздравление с юбилеем Яльчикской центральной библиотеки

Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем, ветеранĕсем!

   Сире районти тĕп библиотека 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!
   Библиотека пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май парать. Хальхи вăхăтра ялти библиотекăсен пĕлтерĕшĕ татах та ÿсрĕ, вĕсем чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç.
   Ĕçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултарулăх вăй-халĕшĕн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Пĕр ĕмĕр хушшинче туптаннă пултарулăха, ĕçтешĕрсем - панхи ветерансем хăварнă ăсталăха тата нумай çулсем хушши чыслăн упраса малашнехи ăрусем валли хăварма сĕнетĕп.
   Çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр. Палăртнă тĕллевĕрсем малашне те ăнăçлăн пурнăçланса пыччăр, вулакансен шучĕ те çулсерен ÿссе пытăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                         И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                     Н.П.Миллин.



31 мая 2019
08:49
Поделиться