Поздравление с Днем защиты детей

Поздравление с Днем защиты детей

Хисеплĕ ентешсем! Хаклă ачасем!


Сире чĕререн Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун хаваслă çу тата ачасем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтекен кану кунĕсем пуçланаççĕ.

Ачасене хÿтĕлемелли кун пире çамрăк ăру умĕнчи яваплăх çинчен тепĕр хут аса илтерет. Кашни ачашăн тăрăшасси, сывлăхне упрасси, вĕсен прависене хÿтĕлесси, пултарулăхне аталантарма, телейлĕ çитĕнме майсем туса парасси – пирĕн тĕп тивĕç.

Елчĕк ачисем лайăх çынсем пулса çитĕнессе, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çутă малашлăх сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                         И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                     Н.П.Миллин.



31 мая 2019
14:56
Поделиться