Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Международным днем семьи

Поздравление с Международным днем семьи

Хисеплĕ ентешсем!

 Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшасси тĕп вырăнта тăрать. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сÿнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç ăнса пырать, ун пек çемьери ачасем те телейлӗ çитĕнеççĕ.

Юлашки ҫулсенче патшалӑх енчен ҫемьесене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, тӗрлӗ пособисемпе, пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене тивӗҫекен ҫӑмӑллӑхсем тата та ытларах.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, килĕшÿ, юрату, телей сунатпăр. Çемье вучахĕ сире яланах хăйĕн ăшшипе ăшăтса тăтăр. 

Елчĕк район пуçлăхĕ    И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.



15 мая 2019
07:00
Поделиться