Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи

Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи

Тăван чĕлхе – калама ҫук пуян тупра, наци культурин никĕсĕ, ăс-хакăл еткерне сыхласа упрама тата ăна аталантарма пулăшакан хатĕр. Ҫĕр ҫинчи пин - пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та унăн тăван чĕлхи чи хакли шутланать. Чăваш чĕлхи кунне 1992 ҫултанпа уявлатпăр, ăна  чăваш халăхне ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче анлăн паллă тăваççĕ…

Чăвашсене ҫутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев ҫапла каланă: «Анне чĕлхи - халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл - сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ». Чăваш Ен патшалăх политики наци чĕлхипе культурине пулăшу парассине тата ăна аталантарассине тĕпе хурать. Тăван чĕлхе республикăри массăллă информации хатĕрĕсенче, театр сцени ҫинче кăна мар, унăн тулашĕнче те, чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăхсенче те, уҫҫăн янăрама пултартăр тесе витĕмлĕ мерăсем йышăнать. Культура проекчĕсене пурнăҫлас, илемлĕ литература кăларăмĕсене пичетлес енĕпе патшалăх ҫителĕклĕ пулăшать. 

Тăван чĕлхе эрнинче вара Елчĕк районĕнчи  библиотекăсенче тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртеççĕ. Тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕнче вулакансем валли  «Чăваш чĕлхи – анне  чĕлхи» анлă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.  Иван Яковлевич Яковлев «Чăваш халăхне панă халал» пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Унти кашни сăмахра халăх шăпишĕн хыпса çуннă ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри таппине туятăн. Халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне панă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса,  чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пиллет.

«Чăваш чĕлхи кунĕ. Пур вăл пирĕн. Ытти кун хăш чĕлхесем валли вара? Пирĕн кун-ҫулăн кашни сехечĕ, саманчĕ тăван чĕлхепе ҫыхăнса пытăр тесен мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла?»- ҫакăн хуравне пирĕн ентеш, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ӳнер пултарулăхĕн кафедрин доценчĕ Николай Балтаев «Хыпар» хаҫатăн ĕҫченĕпе, Надежда Смирновăпа, сӳтсе явни вулакансемшĕн кăсăклă.  «Чăваш тĕррине ăнланас тесен тĕнче культурине пĕлмелле»,- тет Николай Михайлович пирĕн вулакансене.  Çавăн пекех кĕнеке куравĕнче чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан тĕрлĕ тĕпчевçĕсен, сăмах ăстисен  тата Елчĕк тăрăхĕнчи çыравçăсен пултарулăхĕпе паллашма май пур.

Хаклă вулакансем! Тăван чĕлхене сыхласа упрас, ăна пуянлатас тата халăх хушшинче сарас енĕпе библиотекăсенче тĕрлĕрен мероприятисем кĕтеҫҫĕ сире.  Сире  районти библиотекăсенче хапăл туса  кĕтетпĕр.

 

 

 

 



Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"
23 апреля 2019
15:38
Поделиться