Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕренекенсем библиотекарь ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

Вĕренекенсем библиотекарь ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

Шкул ачисем кулленхи пĕлĕве шкулта çеç мар, шкул тулашĕнче те туптаççĕ. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти  9-мĕш класра вĕренекенсем библиотекарь ĕçĕ-хĕлĕпе палллашас тĕллевпе ялти вулавăшра пулчĕç.  Унта вĕсене Горшкова Р.О. библиотекарь кăмăллăн кĕтсе илчĕ.

Çынпа хутшăнма пĕлни, тарăн пĕлÿллĕ, кăмăллă пулни , кĕнеке çуртне килекенсене хăтлăх туса кĕтсе илни – библиотекарĕн паллă енĕсем. Вулавăша пĕрре килсе курнă çыннăн малашне те кунта килес туйăмне аталантарасси те унăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вулакансен йышне ÿстерес ĕçре çĕнĕлĕх мелĕсемпе анлăн усă курмаллине те  ăнланчĕç  ачасем. Çынсен, уйрăмах çамрăксен, кĕнеке патне туртăнас туйăмне аталантарас тесе тĕрлĕрен мероприятисем, выставкăсем, тĕл пулусем йĕркелемелли çинче те чарăнса тăчĕç. «Куравсемпе çĕнĕ кĕнекесен хаклавĕсем,  çавра сĕтелсем, информаци кунĕсем, йăла-йĕркене упракан вăйăсем — пĕтĕмпех вулакансем валли», -  пĕлтерчĕ  хайĕн профессине 36 çул юратса ĕçлекен Горшкова библиотекарь.

Раиса Онуфриевна чăннипех те вăхăтпа пĕр тан утма ăнтăлать. Вăл электронлă презентаци тăрăх ачасене вулавăш историйĕпе, кĕнеке фончĕпе паллаштарчĕ. Чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă çыравçăсен ячĕсене аса илсе хăварчĕ. Пянхи библиотекаре сăнлакан паха енсем  çинче те чарăнса тăчĕ.

Паянхи тĕл пулу хыççăн, тен, вĕренекенсем хушшинче библиотекарь профессине суйласа илес текенсем те пулĕç.



11 апреля 2019
10:39
Поделиться