Тутарстанри Хусан хулинче тухса тăракан «Сувар» хаçат çак кунсенче хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ

Тутарстанри Хусан хулинче тухса тăракан «Сувар» хаçат çак кунсенче хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ

Тутарстанри Хусан хулинче тухса тăракан «Сувар» хаçат çак кунсенче хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Чăвашсен хаçачĕн юбилейне ирттерме Хусанти Халăхсен туслăх çуртне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсем тата ытти халăх çынни — хаçатсемпе журналсенче тăрăшакансем, наци культура автономийĕсен представителĕсем пухăнчĕç. Уяв программи анлă пулчĕ. Чи малтанах «Сувар» хаçат ĕçченĕсемпе килнĕ хăнасем конференцие хутшăнчĕç. Ăна Константин Малышев редактор ертсе пычĕ. Унта Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ — чăваш наци культурин автономийĕн ертỹçи Дмитрий Самаренкин, Хусанти наци культура центрĕн председателĕ Валерий Казаков, «Сувар» хаçатăн редакторĕнче тăрăшнă Николай Сорокин, хăйсен кун-çулне «Сувар» хаçатпа çыхăнтарнă çыравçăсемпе хаçат-журнал ĕçченĕсем, вулакансем тухса калаçрĕç.

Каярах вĕсем Шупашкартан килнĕ тата вырăнти артистсен концертне курса савăнчĕç, çавра сĕтел хушшине вырнаçса калаçу пуçарчĕç.

Елчĕк районĕнчен юбилее Анатолий Тимофеев пичет ветеранĕпе «Елчĕк ен» хаçатăн обществăпа политика пурнăçĕн пайĕн редакторĕ Елена Петрова хутшăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те маларах «Сувар» хаçатра тăрăшнă.



22 февраля 2019
08:23
Поделиться