Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление районного Совета ветеранов с Днем Победы

Хисеплĕ вăрҫă ветеранĕсем, тыл ĕҫченĕсем, хаклă ентешĕмĕрсем!

 

Районти ветерансен Совечĕ сире пирĕн ҫĕршывăн мĕнпур халăхĕшĕн ҫутă та таса уяв - Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе чĕререн саламлать. Сирĕн паттăрлăхăра ăша хывса темиҫе ăру ҫитĕннĕ. Малашне те ҫаплах пулĕ. Ҫĕнтерӳ кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, канлĕ ватлăх сунатпăр,  сирĕн умăрта пуҫăмăрсене таятпăр.

Сывă юлнисене саламланипе пĕрлех ҫапăҫу хирĕнчен таврăнайманнисене тата  йывăр суранĕсене пула пурнăҫран уйрăлнисене яланах асра тытатпăр.

Тăван халăх ячĕпе пысăк тав сире.

 

                                                                  Районти ветерансен Совечĕн президиумĕ