Дипломантсем пулнă
Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта А.Николаев ячĕпе хисепленекен ача-пăча паркĕнче вĕрентекенсен хушшинче "Савăн, Çĕнтерỹллĕ çуркунне" фестивалĕн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ иртнĕ. Пирĕн районтан унта Патреккелти шкул хорĕ хутшăннă. Малтан - районта, унтан - Патăрьелĕнчи зонăри ăмăртура "Тульская оборонная" юрăпа мала тухнăччĕ вăл. Г.Борисов ертсе пыракан хор коллективĕ фестивальтен дипломант пулса таврăннă.
"Елчĕк Ен"