Ытларикун Елчĕк муниципалитет округĕн летопиçĕ тепĕр паллă страницăпа çырăнчĕ: тĕп лапамри Салтак палăкĕ умĕнче Ĕмĕр сỹнми çулăма чĕртрĕç.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партипе «Газпром» компани пĕрле «Çĕнтерỹ çулăмне упратпăр» акципе килĕшỹллĕн пĕр вăхăтрах çĕршыври 11 регионта пурнăçланă çак таса тивĕçе. Астăвăмпа мăнаçлану, шанăçлăх символне пирĕн республикăра çывăх кунсенче тата 5 округпа хулара йĕркелĕç.
Йышлă халăх умĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти «Пĕчĕк Çĕршывăн культури» проект координаторĕ Светлана Каликова, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн политканашĕн членĕ Юрий Попов, «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн тĕп директорĕ Александр Бусыгин, Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул вĕренекенĕ Юлия Петрова сăмах каларĕç. Леонард Васильевич, паллă событин пĕлтерĕшне уçса панă май, астăвăм вырăнне хăтлăх кĕртнĕ, Ĕмĕр сỹнми çулăма йĕркелесе яма хутшăннă подрядчиксене тав турĕ.
2025 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа акционерсен «Газпром» обществи Алтай Республикинчи Майма ялĕнче Ĕмĕр сỹнми çулăма пуçласа çутнă. Çулталăк хушшинче вара — 190. Паян газ компанийĕн тимлĕхĕнче пĕтĕмпе 2000 яхăн Ĕмĕр сỹнми çулăм тата Астăвăм çулăмĕ.
Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 2111 пин тенкĕпе танлашнă. Ĕмĕр сỹнми çулăма чĕртме хатĕрленĕ май газовиксем нумай ĕç тунă. 53 метр пăрăх хунă, газ çунтармалли тата шута илмелли çĕнĕ приборсем, «ГГВ-2» горелка вырнаçтарнă. Кăвак çулăм парса тăрассине вара Газпром компанийĕ тỹлевсĕр йĕркелĕ.
Çулăма Шупашкарти Мухтав монументĕнчен илсе килнĕ. Юрă-кĕвĕ çемĕпе Злата Григорьевăпа Кристина Головина çамрăк армеецсем стройпа утса çулăмлă капсулăсене Елчĕкри газ участокĕн ĕçченне, СВО участникĕн ашшĕне Владимир Тябукова пачĕç. Унтан эстафета ятарлă çар операцийĕн ветеранне Евгений Михайловскипе Юлия Петрова вĕренекене куçрĕ, вĕсем факелсене çункăч умне тытрĕç. Çапла вара Елчĕкре те Ĕмĕр сỹнми çулăм ялкăшма пуçларĕ!
Сăваплă вырăна хăнасемпе кадетсем чечексем хунă хыççăн пĕтĕм халăх «День Победы» юрра шăрантарчĕ, çамрăк армеецсем стройпа чыс парса иртрĕç.
Ĕмĕр сỹнми çулăм — астăвăмпа пурнăçăн сỹнми символĕ. Вăл кашнине Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне, ентешсен паттăрлăхне пĕлме, хаклама, хисеплеме хистетĕр.