Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мускавра — черетлĕ çул çỹревре

Елчĕкри Николай Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулсенче пĕлỹ илекен хастар вĕренекенсем çак кунсенче черетлĕ хут Мускавра экскурсинче пулса курчĕç. Унта вĕсем Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравĕпе çитсе килчĕç.

Кадетсем чи малтанах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотизм паркĕнче, парк территорийĕнчи музей комплексĕнче пулса курчĕç, кунти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, вăрçă темипе çыхăннă пулăмсемпе паллашрĕç.

Шкул ачисем Николай Петров вĕреннĕ çар вĕренỹ заведенийĕнчи тата РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕнчи çар çыннисемпе курнăçса профориентаци урокне те хутшăнчĕç.

Пирĕн ентешсем тăван тăрăха манманни, çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнни савăнтарать. Çавна май Роберт Баранов генерал-майора тав тăватпăр. Ачасем çул çỹревпе кăмăллă юлчĕç, вăл вĕсен асĕнче чылайлăха упранĕ.

Силуан КОЗЛОВ,
Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, округри благочиннăйăн хĕç-пăшаллă вăйсемпе тата право хурал органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен çумĕ