Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăх программи ăнăçлă пурнăçланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Кадр политикин ыйтăвĕ пысăк тимлĕхре. Çавна май кадр резервне тĕллевлĕ хатĕрлесси тата йĕркелесси — чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри. Малашне вĕрентỹре, промышленноçра тата ял хуçалăхĕнче специалистсен дефицичĕн ыйтăвĕсем сиксе ан тухчăр тесен ĕç паракансемпе çыхăнса ĕçлессине тивĕçтермелле пирĕн. Çакă вăл республика экономикин пуласлăхĕ».

«Эпир пĕр чăмăрта ĕçлетпĕр»

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин 2021 çулта хатĕрленĕ Халăх программине пĕтĕмлетес тата çĕнĕ программăна çул парас тĕллевпе Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче анлă форум иртнĕ. Унта асăннă партин пирĕн округ хастарĕсем те (сăн ỹкерчĕкре) хутшăннă. Делегацие Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Пленарлă лару пуçланиччен партин çĕнĕ программине кĕртмелли сĕнỹсене пăхса тухнă, çавна май кунта виçĕ дискусси лапамĕ ĕçленĕ.

Партин пуçламăш организацийĕсен ĕç-хĕлне халалланă лапама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков ертсе пынă. Алексей Олегович пуçламăш уйрăмсен хастарĕсем партин тĕп шăнăрĕ пулнине палăртнă:

— Партин ĕçĕн çимĕçĕ курăмлă. Пирĕн 113 пуçламăш организаци çĕршыври чи лайăх 1000 уйрăм йышĕнче, 9-ĕшĕ — 100 уйрăм шутĕнче. Ку питĕ пысăк çитĕнỹ. Пуçламăш уйрăмсем халăх сĕнĕвĕсене тĕпе хураççĕ, Халăх программине кĕртмелли йышăнусене çирĕплетеççĕ. Çапла майпа территорисене лайăхлатмалли çул-йĕре палăртаççĕ.

Çемйи хỹтлĕхре пулсан çар çынни лăпкă

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă лапамра çак ушкăнри граждансене тĕрев памалли социаллă пулăшу мерисене тишкернĕ. Республикăра СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çывăх çыннисем валли 50 ытла пулăшу ĕçе кĕртнĕ. Кунта çакна та палăртмалла: форум лапамĕнчен малти линие черетлĕ гуманитари тиевĕ тухса кайнă.

— Тăван çĕршыва хỹтĕлекенĕн çывăх çыннисем пирки тăрăшни курăмлă. Пулăшăва тĕпе хурса федераци шайĕнче 159 саккун йышăннă та ĕнтĕ. Салтаксемшĕн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ: вĕсен çемйисем патшалăх тĕлĕшĕнчен хỹтлĕхлĕ пулсан çар çыннин чун-чĕри лăпкă. Çакă ăна вăй парать. Çĕнĕ программăна та çемьесене пулăшакан центрсене анлăлатассипе тата патриотла воспитани парассипе çыхăннă проектсене кĕртĕпĕр, — тенĕ Раççей Патшалăх Думине «Пĕрлехлĕ Раççей» партинчен суйланнă депутат Алла Салаева. — Эпир пĕр чăмăрта ĕçлетпĕр. Ветерансен ассоциацийĕ, Тăван çĕршывăн çар çыннисен çемйисен комитечĕ, социаллă фонд тата «Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисем» фонд çемьесемшĕн тăрăшса сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ.

Чăваш Республикин Правительстви ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма 50 ытла пулăшу майне хута янă, вĕсенчен 35-ĕшĕ — регион пуçарăвĕпе пурнăçланать. 2022 çултанпа Чăваш Ен çак пулăшу çине 12 миллиард тенкĕ ытла янă, çав шутра 2025 çулта — 9,3 миллиард ытла. Сăмах май, мĕн пур пулăшу пирки тĕплĕнрех https://mfc21.cap.ru/page/meri-podderzhki-svo ссылкăпа кĕрсе паллашма пулать.

Кадр ыйтăвĕ çивĕч

Виççĕмĕш лапамра çамрăксен политикипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, çавăн пекех хальхи вăхăтра хĕрсемпе каччăсене канăç паман самантсене те сỹтсе явнă. Вĕсен сĕнĕвĕсене, сăмах май, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине хатĕрленĕ чухне шута илĕç.

Çамрăксен çул-йĕрне уçас тĕллевпе сахал мар программа пурнăçланать. Иртнĕ çул ĕç паракансенчен 2026-2027 вĕренỹ çулĕнче яшсемпе хĕрсене тĕллевлĕн вĕрентмелли заявкăсем йышăнас енĕпе федераци шайĕнчи программа старт илнĕ. Çамрăксем хамăр патăмăрта кăна мар, ытти çĕрти вузсенче те вĕренме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра 2027-2028 çулсенчи тĕллевлĕ вĕрентỹ валли «Раççейри ĕç» платформа урлă заявкăсем йышăнмалли тапхăр пырать. Вăхăт нумай юлмарĕ — апрелĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Çавна май çак тапхăрта ĕç паракансен уйрăмах пысăк хастарлăхпа палăрмалла. Тĕллевлĕ вĕрентỹ вăл — студента кайран ĕçе вырнаçтарассине гарантилесе тỹлевсĕр аслă пĕлỹ илме май пани. Паянхи кун тĕлне 11 ĕç параканран 52 вырăна пурĕ 23 заявка илни паллă. Кадрсене хатĕрлесси тенĕрен, республикăра вĕрентỹ сферинчи лару-тăру уйрăмах пăшăрхантарать. Хальлĕхе, шел те, аслă шкулсенче специалистсене тĕллевлĕн вĕрентмелли квота çуллен пурнăçланмасть. Муниципалитетсем педагогсене тĕллевлĕн хатĕрлемелли квотăсемпе çителĕксĕр усă кураççĕ. Ыранхи пирки паянах шухăшламалла. Кунтах 2031 çул тĕлне кашни муниципалитетра учительсемпе воспитательсен чăн-чăн кирлĕлĕхне палăртакан кадр прогнозĕ уçăмлă пулмаллине, темиçе çултан шкулсем предмет учителĕсен çитменлĕхĕнчен хăтăлччăр тесен ĕç паракансен уйрăмах хастар пулмаллине пĕлтернĕ. Çитес вăхăтра заявка кампанине хастарлатас ыйтупа муниципалитет пуçлăхĕсен яваплă çумĕсемпе ятарлă вĕрентỹ семинарне йĕркелĕç.

Пилĕх çулхи тапхăрти курăмлă ĕç

Форумра пилĕк çуллăх аталанăва пĕтĕмлетнĕ. Республикăра 3 пин километра яхăн çула йĕркене кĕртнĕ, 25 кĕпере юсанă, М-12 федераллă трасса хута кайнă. 200 ытла обществăлла уçлăха тирпей-илем кĕртнĕ. Экологи транспорчĕпе тивĕçтерессипе вара регион Раççей лидерĕсенчен пĕри пулса тăнă. Промышленность секторĕ курăмлă: производство калăпăшне икĕ хут çурă ỹстерме пултарнă. Çĕршер медицина учрежденийĕсене çĕнетнĕ, 110 спорт объекчĕсене туса лартнă тата юсаса çĕнетнĕ, 40 модельлĕ библиотека уçнă. Çурт- йĕр секторĕнче 4,5 млн тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — хăйсен условийĕсене 90 пин çемье лайăхлатнă. 10 пин çурта газ çитнĕ, ăшăпа тата шывпа тивĕçтерекен тытăмсене çĕнетнĕ. Ял тăрăхĕнче пуçару бюджечĕн çичĕ пине яхăн проектне пурнăçланă. Вунтăватă ача сачĕ тата вунă çĕнĕ шкул тунă. Çак çитĕнỹсем — Чăваш Енпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин командин пĕрлехи тухăçлă ĕçĕ. Çитĕнỹсен никĕсĕнче — Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕсем тата çĕршывра пурăнакансен ыйтăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ Халăх программин приоритечĕсем. Çитес пилĕк çуллăх валли çĕнетнĕ программăна сĕнỹсем пухас кампани Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çынна хутшăнтарĕ. Промышленноçпа экономика аталанăвĕ, çурт-йĕр хута ярасси, территорисене аталантарасси, çыншăн, сывă çемьешĕн тата ял аталанăвĕшĕн тăрăшасси — тĕп çул-йĕрсем пулса юлаççĕ.

Елена ПЕТРОВА