Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чĕре кĕтет, шанать…

Анне — пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Кивĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан Вера Петровна Евграфова — ачисен шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Мăшăрĕпе, Родион Константиновичпа, вĕсем тăватă ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вера аппа ачисене юратса, тирпей-илеме вĕрентсе, ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ỹстернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче — амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче — амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче — амăшĕн кулянăвĕ. Хĕрĕсем амăшне, ывăлĕсем ашшĕне пулăшса çитĕннĕ. Шупашкар хулинче пурăнакан хĕрĕсем тăван киле килсен ашшĕ-амăшне яланах пулăшса хăварма тăрăшаççĕ. Кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте пулнăскерсем мăнукĕсем хăнана килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чĕререн савăнаççĕ. Вера Петровнăпа Родион Константинович кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Петя ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ, пулăшаканĕ.

Костя ывăлне 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци мелĕпе СВОна илсе кайнă кунран Вера аппан чĕри канлĕхне çухатнă. Турра ĕненни, кĕл туни шанчăк парать. Ывăлĕ шăнкăравласа ярсан чĕри кăштах çемçелет, калаçни, сассине илтни вăй-хăват парать. Отпуска килнĕ кунсенче вара çемье пĕрле пуçтарăнать, савăнăçа пĕрле пайлать. Костя вăрçă çинчен каласа пама юратмасть, çĕнтерĕве шанса çапăçать. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Жуков, «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсемпе, «Штурм хĕресĕ» паллăпа чысланă. «Телей шăпăртлăха юратать», — тет вăл. Хăйне мухтанине кăмăлламасть. Запорожье тăрăхĕнче салтакăн тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн Хисеп хутне те тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче СВОра паттăрлăх, хăюлăх кăтартнăшăн Тав хучĕ парса чыслани те ентешпе мăнаçланма май парать.

«Атте-анне пурри — телей. Вĕсемпе пĕрле чух хамăра вăйлă, тĕреклĕ туятпăр. Вĕсен ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентсе каланисене асра тытса пурнăç çулĕпе утатпăр. Çывăх тăванăмсенчен аякра чух чĕре тунсăхпа тулать. Шăнкăравлама май пур чух тỹрех вĕсемпе калаçма тăрăшатăп. Вара чĕрем савăнăçпа тулать, вăй кĕрет, курас, çупăрлас килет», — тет Костя шухăш авăрне путнă май.

Аннесемшĕн те чи ырă, чи телейлĕ самант — ачисем тĕрĕс-тĕкел ỹсни, сывă пулни. Кунта Марина Иванова сăввине çырса хăварни вырăнлă:

«Анне чĕри вутпа çунса тухать,
Ачи-пăчи инçе çула кайсассăн.
Ăшри кăвар пĕрре те лăпланмасть,
Çук, туйăнмасть нимпе те чарăнассăн.

Чуна пĕр Турă çеç хăват парать,
Кĕл тунине илтет вăл ирĕн-каçăн.
Инкек çулне таçтах сирсе ярать,
Телей хывса ертсе пырать хăй хыççăн.

Салтак шăпи пĕрре те çăмăл мар,
Хăрушлăхĕ пĕрлех çỹрет хаяррăн.
Анне шанать, кĕтет, кĕтет пĕрмай,
Киле чипер таврăннине курасшăн».

Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, амăшĕсем те хăйсен чун-чĕре ăшшине ачисене парнелеççĕ. Анне пурри — пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ. Анне чĕри савса çеç пĕр тикĕссĕн таптăр, савăнăçпа тултăр.

Мария АЛЕКСАНДРОВА