Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра тăванĕсен хỹтлĕхĕсĕр юлнисем, сывлăх енчен хавшанă çынсем канлĕх тупнă. Çак кунсенче уйрăм хăйĕн 30 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Мероприяти ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Тĕрлĕ ăру представителĕ пуçтарăнчĕ çак кун ваттисен çуртне. Хисеплĕ хăнасен хушшинче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк халăхĕн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров, РФ «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин» Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Вероника Михайлова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ — «Чăваш Республикин ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хурал органĕсен ветеранĕсен канашĕн» республикăри уйрăмĕн президиумĕн пайташĕ Серафима Терентьева, таврари округсенчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕсен ертỹлĕхĕ тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем кунта тăрăшакан социаллă ĕçченсене тата уйрăмра хỹтлĕхпе канлĕх тупнă ватăсене чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕç.
— Пурне те пысăк уяв ячĕпе саламлатăп. Чи малтанах сирĕн, кунти ĕçченсен, тăрăшулăхĕпе чун пуянлăхне палăртатăп. Эсир шаннă тивĕçе чăннипех те тивĕçлĕ, чунтан пурнăçлатăр. Пур çĕрте те йĕркелĕх, тирпей-илем хуçаланать. Çакна çуртăн картишне пырса кĕрсенех туйса илетĕн. Хуçалăхри, çуртăн коридорĕсемпе пỹлĕмсенчи тасалăхпа хăтлăх, ватă çынсен çутă сăн-пичĕ тата ăшă кăмăлĕ — йăлтах сирĕн ырми-канми ĕçĕре сăнлать. Сахал мар вăй-хал кирлĕ аслă ăрурисемпе ĕçлеме, вĕсене пурнăç çулĕпе малаллах утма пулăшнипе пĕрлех лайăх психолог пулмалла, кашнинех вăхăтра ăнланма пултармалла, чун хавалне упрама пулăшмалла, вырăнлă сăмах тупса йăпатма, хăш чухне çирĕпрех калама пĕлмелле. Пысăк чунлă пулнăшăн тата ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăма округ шайĕнче анчах мар, республика шайĕнче тĕслĕхлĕ тытса пынăшăн сире уйрăммăн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те тепĕр хут уяв ячĕпе, — палăртрĕ Леонард Васильевич юбилей ячĕпе саламланă май.
Шăпах çакна çирĕплетсе 3 çул каялла Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче пулса курнă май ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова каланăччĕ.
Салам сăмахĕсем çумне килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех кунти ĕçченсемпе ватăсене вырăнти культура ĕçченĕсем, Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, Тỹскел ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Тускил» ушкăн членĕсем, Каçал тăрăхĕнчен килнĕ артистсем хăйсен юрри-кĕввипе саламларĕç. Серафима Терентьева хастар ĕçченсемпе ватăсене ветерансен маларах асăннă канашĕн республикăри уйрăмĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Кирек хăш предприяти-организаци аталанăвĕ, унти ырă та ăшă атмосфера ертỹçĕрен килет. Антонина Осипова çак уйрăма 2010 çултанпа тивĕçлĕ ертсе пырать. Вăл ертỹçĕ тилхепине алла илнĕренпе кунта нумай ырă çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕ. Малтан тунă ырă ĕçсем çумне çулран-çул юсав ĕçĕсем хушăнса та хушăнса пырса Ваттисен çурчĕ чылай çĕнелнĕ. Историрен çакă паллă. Ваттисен çурчĕ 1995 çулта хута кайнă. Ăна вăхăтĕнче малашлăха шанса 140 вырăнлăх хута янă, çапах та вăхăт иртнĕ май ачасем сахаллансах пынăран пушанма пуçланă икĕ хутлă ача садĕнче уçнă. Район администрацийĕн ертỹçи Петр Блинов йĕркелесе пынă май çак çуртра ачасене кирлĕ чухлĕ вырăн хăварса ваттисен валли те вырăн уйăрнă. Малтанлăха кунта 6 ватă канлĕх тупнă. Каярах вĕсен шучĕ 37-не те çитнĕ. Халĕ 20 ватă хỹтлĕхре кунта, çав шутран 10-шĕ тĕрлĕ ушкăнри инвалидсем. Вĕсенчен чи асли — 96 çулта.
30 çул хушшинче 207 ватă социаллă хỹтлĕх тупнă уйрăмра, 3 теçетке çул хушшинче кунта 5 заведующи тăрăшнă: Любовь Шуряшкина (1995-1996), Федор Осипов (1996-1999), Галина Краснова (1999-2007), Любовь Александрова (2007-2010). Унтанпа ертỹçĕ тивĕçне Антонина Осипова пурнăçлать.
— Çакăнта ĕçленĕ кашни ертỹçĕ уйрăм аталанăвне хăйĕн тỹпине хывнă. Вĕсемпе эпир пуринпе те ăшă та туслă хутшăнура, — палăртать Антонина Васильевна.
— Антонина Осипова пек ĕçне тарăн пĕлекен специалист питĕ сайра. Хамăн сылтăм алă тесе те калама пултаратăп ун пирки. Унăн ĕç опычĕ пысăк, вăл, çак тытăмра чылай çул тăрăшнă май, мана та сĕнỹсем парса пынине пытармастăп. Алла-аллăн килĕштерсе ăнланса ĕçлесе пыратпăр. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе коллектива тивĕçлĕ ертсе пырать. Коллектив çурта юсаса тирпейлес ĕçе хастар хутшăнать. Юлашки çулсенче сахал мар ĕç пурнăçланчĕ: ватăсем валли çĕнĕ мунча çĕкленчĕ, çурт тавра çĕнĕ карта тытса çавăрнă, тĕп юсав ĕçĕсем ирттерни, тăррине улăштарни çурта шал енчен те, тул енчен те çĕнелсе капăрланма май пачĕ. Нумаях пулмасть çурт картишĕнче ватăсене канма, калаçса ларма çĕнĕ веранда хута кайрĕ. Хушма хуçалăх та пур уйрăмăн: кунта 0,5 сотăй çĕр лаптăкĕ çинче социаллă ĕçченсем хăйсен тата ватăсен вăйĕпе çĕр улми, ытти пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, çакă укçа-тенке самай перекетлеме май парать, унсăр пуçне ватăсем хăйсем ỹстернĕ апат-çимĕçпе сăйланаççĕ, хĕллене валли техĕмлĕ консервантсем хатĕрлеççĕ кунти ĕçченсем. Апат-çимĕçе упрама нỹхреп чавса хатĕрленине те ырăпа палăртмалла, — тет Елчĕк халăхĕн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров.
Владимир Николаевичăн сăмахĕсен çумне хушса çакна та калама пулать. Антонина Осипова тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче те харсăр. Тирпей-илем енĕпе иртекен округ, республика шайĕнчи конкурсра та пĕрре мар палăрнă ваттисен çурчĕ. Нумаях пулмасть республикăри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркелекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнма та мехел çитерчĕ ертỹçĕ. Конкурссене пĕрле ĕçлекенсемпе ватăсене те явăçтарать вăл, çавна май пурнăçа ырă варкăш кĕртет.
Коллектив туслă пулнине палăртма кăмăллă: Татьяна Краснова, Ирина Кувшина, Галина Чернова, Марина Львова социаллă ĕçченсем, Виталий Павлов, Сергей Осипов ĕçченсем хăйсен тивĕçне чылай çул тỹрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Ватăсене апатне пĕçерсе çитермелле, кĕпе-йĕмне çумалла, урайне тасатмалла, мунча хутса кĕртмелле, территорие тирпейлĕхре тытмалла… — пĕтĕмпех вĕсен хул-çурăмĕ çинче.
Ваттисен çуртне шефа илнĕ спонсорсем те пур. Вĕсем: Алина Николаевнăпа Дмитрий Анатольевич Константиновсен çемйи (Шупашкар), «АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Васильевич Галкин, Федор Николаевичпа Иван Николаевич Волковсем (Хăвăлçырма ялĕ), Дмитрий Николаевич Гаврилов («Чăваш энергосбыт компанийĕ» акционерсен обществин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн ертỹçи), Вячеслав Васильевич Сядуков (ДПМК «Яльчикское» ООО начальникĕ), Юрий Михайлович Карпов (Елчĕк ентешлĕхĕн ертỹçи) тата ыттисем те.
Елчĕк халăхĕн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсене тата кунта хỹтлĕх тупнă ватăсене хаçат ĕçченĕсем те уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунаççĕ.
Елена ПЕТРОВА